Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Литература тĕпелĕнче — Роза Макарова

Литература тĕпелĕнче — Роза Макарова

Елчĕк çĕрĕ чăннипех те пултаруллă та маттур яшсемпе хĕрсене çитĕнтерет. Паллă çыравçăсем, сăвăçсем, тĕпчевçĕсем сахал мар пирĕн.

Округри тĕп вулавăшра «Литература тĕпелĕнче Елчĕк енĕн тĕпчевçи — Роза Макарова (Павлова)» анлă мероприяти иртрĕ. Валентина Емельянова тĕпчевçĕ, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Николаев, округри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, вулавăш ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Р.Макарова пухăннисене пирваях хăйĕн тĕпчев ĕçĕн малтанхи утăмĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Унăн «И.В.Ишерский, педагог, просветитель, организатор народного образования», «Елчĕк районĕнчи литературăпа культура вырăнĕсем» кĕнекисем кун çути курнă (вăл вĕсене уйрăм та, çумавтор пулса та кăларнă), пурĕ 50 ытла ăслăлăх ĕçĕсем пичетленнĕ. Нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Яманчуринская школа, продолжение — в выпускниках. Из истории Яманчуринской основной общеобразовательной школы. 1892-2017 гг.» кĕнекепе çумавтор — Яманчỹрел шкулĕнче вĕрентекенре, шкул директорĕнче ĕçленĕ Валентина Александровна Емельянова паллаштарчĕ. Кунта шкулăн 125 çул хушшинче пулса иртнĕ пулăмĕсене, унтан вĕренсе тухнисем ăçта, кам пулса вăй хуни çинчен çырса кăтартнă.

Владимир Николаев çак кĕнеке кун çути курни ку çулшăн питĕ вырăнлă пулнине палăртса хăварчĕ.

Хаклава пуçтарăннисем те кĕнекене пысăк хак парса тухса калаçрĕç.

Яманчỹрел шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Росреестр тытăмĕнче ĕçлекен Ирина Никонова, Яманчỹрелти культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Васильева шкулта вĕреннĕ çулсене ăшшăн аса илчĕç. Çак шкулта çамрăклах ĕçлеме пуçланă учительсем В. Ильина тата И.Фадеева, хăйсен пĕрремĕш наставникĕсем çинчен чарăнса тăчĕç, Шăмалак шкулĕнче вĕренекен Кристина Комиссарова патриотла туйăмпа сăвă вуларĕ.

Р.Макарова тĕл пулăва пуçтарăннисене архивра упранакан И.Я.Яковлев, А.В.Рекеев докуменчĕсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

Автор çинчен:

Роза Владимировна Макарова Яманчỹрел ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1981 çулта Шăмалакри вăтам шкултан вĕренсе тухать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтерет, каярахпа диссертаци хỹтĕлет. 1986-1988 çулсенче Энтепе шкулĕнче чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине, 1988-1992 çулсенче Чĕмпĕр хулинче вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. 1992-2005 çулсенче тин çеç йĕркеленекен И.Я.Яковлев музейĕнче, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçачĕн корреспондентĕнче вăй хурать. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивне ĕçлеме куçать.Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ. 1990 çултанпа Ульяновскри чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин членĕ.

Тĕпчев ĕçне Р.Макарова университетра вĕреннĕ вăхăтра студентсен наука обществинче тăнă чухнех кỹлĕннĕ, Елчĕк тăрăхĕпе çыхăннă истори, литература, культура тата краеведени темипе çырнă материалсене пĕр çĕре пухса йĕркелесе диплом ĕçĕ çырса хỹтĕлет.

Наука темине И.Н.Ульяновăн тата унăн пулăшаканĕсем пулнă инспекторсен, И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçне тĕпчессине суйласа илет. Хăйĕн тĕпчев ĕçĕсемпе пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, регионти наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Архивра шыраса тупнă çĕнĕ материалсемпе вулакансене анлăн паллаштарать, ăслăлăх журналĕсенче тата вырăнти хаçатсенче час-часах пичетленет.

Ĕçне кура — хисепĕ. 2014 çулта РФ Культура министерствин архив агентствин, 2008 çулта Ульяновск облаçĕнчи архив ĕçĕсен тата культура департаменчĕн, 2014 çулта Ульяновск облаçĕнчи массăллă коммуникаци департаменчĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулать, çавăн пекех Ульяновск облаçĕнчен, Елчĕк район администрацийĕнчен Тав хучĕсем парса чыс тунă.

Юлашкинчен тĕп библиотека ертỹçи Алина Петрова тав сăмахĕ каласа тĕпчев ĕçĕсенче ăнăçу сунчĕ.

Тĕл пулăва Лаш Таяпа тăрăхĕнчи «Сударушка» ансамбль хăйĕн юррисемпе илем кỹчĕ…

Мероприяти кунпа çеç вĕçленмерĕ — вăл малалла Яманчỹрел библиотекинче тăсăлчĕ.

Яманчỹрел шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă, тăван яла юлса ĕçлесе пурăнакансем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вулакансем çĕнĕ — «Яманчуринская школа, продолжение — в выпускниках. Из истории Яманчуринской основной общеобразовательной школы. 1892-2017 гг.» кĕнекепе çывăхрах паллашрĕç. В.Емельяновапа Р.Макарова авторсем кĕнекене çырнă тапхăрсем çинче чарăнса тăчĕç.

Ăшă тĕл пулура Н.Емельянова, В.Табакова, А.Мижерова учительсем шкулта ĕçленĕ çулсене кăмăлтан аса илчĕç. З.Романова, В.Ермолаева, А.Рахмуллина, Л.Матвеева, Е.Павлова, М.Акимова, Н.Комиссарова, Е.Маркова, В.Сергеев, М.Васильева, А.Прохорова, В.Васильев, А.Немцева шкул çулĕсене, çамрăклăх самантне таврăнса калаçрĕç.

Зоя Пантелеймоновна Маркова амăшĕн килĕнче те пĕр вăхăт ачасене вĕрентнине, Мария Михайловна тата Николай Михайлович, учителе вĕреннĕ пĕрремĕш выпускниксем, амăшĕн тăванĕсем пулнине пĕлтерчĕ.

Петр Ермолаев хăйĕн шухăшĕсене çапла çирĕплетрĕ: «Çĕнĕ кĕнекесем кирлĕ. Вĕсенче шкулăн историйĕ, ял пурнăçĕ упранса юлать». Шăмалак шкулĕн директорĕ Ираида Васильева кĕнеке çырса кăларасси вышкайсăр пысăк ĕç пулнине палăртрĕ.

Роза Владимировна Яманчỹрел шкулĕн историйĕнче Ильинсен тỹпи те пуррине аса илтерчĕ. Шкулăн пĕрремĕш уйрăм çурчĕ И.И.Ильинсен пулнă, çав вырăнтах 10 çул ларнă, каярахпа ял варрине куçарнă, çĕнетсе пысăклатнă çуртра нумай çул ачасене вĕрентнĕ.

Тĕл пулăва пынисене пурне те кĕнекене кăларма пулăшнă Людмила Ильина (Л.И.Ильин хĕрĕ, Самара хули) тата авторсен ячĕпе кĕтнĕ кĕнекене парнелерĕç.

Илемлĕ юрă саламĕ хăнасемшĕн кăмăл çĕклемĕ пулчĕ.

Н.Петрова. Н.Обожгеева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code