Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çыравçăсемпе тĕл пулнă

Çыравçăсемпе тĕл пулнă

Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем шкулсенче час-час пулнă май хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн пĕлтерсе ачасене професси тĕнчипе паллашма май туса параççĕ. Патреккел шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче Николай Ларионов-Йĕлмел çыравçăпа тата Галина Енейкина сăвăçпа курнăçрĕç.

Хăнасем чи малтанах хăйсем пирки каласа пачĕç тата пултарулăх çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕç. Н.Ларионов ячĕ пирĕншĕн ют мар. Унăн хайлавĕсем «Елчĕк ен» хаçатра пичетленсех пыраççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче номертен номере тухса пынă «Анне пилĕ» повеçĕ вулакана чылай хумхантарчĕ. Унта автор Эрнепи Сетнерова (сăнарăн прототипĕ Надежда Сандркина марафонка) спортсменка пурнăçĕпе паллаштарать. Чăваш ялĕнче çуралса ỹснĕ пултаруллă хĕр ача тĕрлĕ лару-тăрăва лекет, амăшне рак чирĕнчен çăлас ĕмĕте мала хурса 12 сехетре 101 çухрăм чупать. Унăн тĕп тĕллевĕ — çак палăртнă дистанцие тивĕçлĕ чупса тухасси. Шăпа Эрнепине çĕнтерме пỹрет — ылтăн медаль çĕнсе илнĕ чăваш спортсменки тĕнчипех паллă пулса тăрать.

Николай Ларионов Тутарстанра Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1961 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Çакăнтах сакăр класлă шкул пĕтерсен Кивĕ Çĕпрелте вăтам пĕлỹ илнĕ. Литература çулне тỹрех суйламан вăл. Малтанах Чĕмпĕрти заводра станоксен операторĕ, шофер пулса ĕçленĕ. Журналист ĕçне 1995 çулта «Родина Ильича» хаçатра пуçланă. 1996 çултан «Канаш» хаçатра тăрăшнă. Николай Николаевич 1994 çултанпа Раççей Писателĕсен союзĕн, 1997 çултанпа Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ (1994), Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пултаруллă куçаруçă вăл. «Чĕре тапнă чух», «Анне пилĕ» кĕнекесен, «Ĕне сутнă кун», «Шураçка» тата ытти нумай хайлав авторĕ.

Галина Леонидовна Енейкина ячĕ те паллă округри халăхшăн. Унăн сăввисем те хаçатра час-час пичетленеççĕ. Аслă категориллĕ педагог Патреккел шкулĕнче 36 çул ытла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. ЧР профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Тăватă сăвă кĕнекин авторĕ. Галина Енейкинан 7 вĕренекенĕ округри Эктел ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçни педагог поэзине чунтан парăннине, вăл çак туртăма хăй вĕрентекен ачасем патне çитерме пултарнине çирĕплетет.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: çырав-çăсем вĕренекенсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code