Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çемье кунĕнче

Иртнĕ кунсенче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă турăмăр. Пирĕнпе кашнийĕнпе çыхăннă чи çутă уявсенчен пĕри вăл.

Çак паллă кун районти ЗАГС пайĕнче 30-мĕш пепкене регистрациленĕ. Вăл Яманчÿрелĕнчи Константинпа Елена Рахмуллинсен тĕпренчĕкĕ. Мирослав çут тĕнчене килни çемьене Амăшĕн капиталĕ илме май парать.

Ăшă сăмах хаклă

Курнавăшри пилĕк ача амăшĕ Зоя Веселина Раççей Президенчĕн салам открыткине йышăннă.

90 çулхи юбиляра В.Путинăн саламĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Мартышкин илсе çитернĕ. Сумлă хĕрарăма культура ĕçченĕсем, ачисем саламланă, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Ватлăхра ăшă сăмах темле пысăк парнерен те паха. Çакна палăртнă та Зоя Ивановна.

Учрежденисем çĕнелеççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райцентрти культура учрежденийĕсенче пыракан юсав ĕçĕсемпе паллашнă.

Районти централизациленĕ библиотекăри пÿлĕмсене юсама республика бюджетĕнчен 1627 пин тенкĕ уйăрнă. Ача-пăча уйрăмĕнче, абонементра, иккĕмĕш хутри канмалли пысăк пÿлĕмри стенасене çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, урайсене улăштарнă, ăшă тытăмне юсанă.

Культура çуртĕнче вара хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕç пырать. Николай Петрович строительсемпе тĕл пулса юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă. Çавăн пекех илемленнĕ районти архив пÿлĕмĕсене те хак панă.

Район – иккĕмĕш

Чăваш Республикин Спорт министерстви 2019 çулхи «Сывлăхпа спорт кунĕ» смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ.

«Чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх» номинацире Елчĕк районĕ – 2-мĕш, «Чи кăтартуллă мероприяти» номинацире районти арçынсен пиллĕкмĕш фестивалĕ 1-мĕш вырăн йышăннă, «Чи лайăх спорт сооруженийĕ» номинацире А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ вырăнти физкультурăпа спорт клубĕсен конкурсĕнче лауреат дипломне илнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене палăртнă

Видеороликсен «Тренируемся дома» конкурсĕ хыçа юлнă.

Пĕрремĕш вырăна Дмитрий Самсонов /Лаш Таяпа/ тата Анастасия Лапшина /Кармал/ çĕнсе илнĕ. Юрий Леонтьевпа /Лаш Таяпа/ Николай Волков /Аслă Елчĕк/ тата Инесса Александрова /Çĕнĕ Арланкасси/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Тăкăрлăксенче яка çул

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи урамсене вак чул сарас ĕçе вĕçленĕ.

Карл Маркс урамĕнче тата Яковлев, çавăн пекех Николаев тата Кооператив урамĕсенчи тăкăрлăксенче халĕ кирек мĕнле çанталăкра та çăмăл машинăсемпе кĕрсе тухма пулать. Çул-йĕр ĕçĕсене «Яльчикская ДПМК» ООО рабочийĕсем кĕске срокра вĕçленĕ. Çулсене юсама 500 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code