Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусем актуаллă

Ыйтусем актуаллă

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ.

Леонард Левый канашлăва тÿрех çивĕч ыйтусенчен пуçларĕ. Пĕрремĕшĕ – коронавирус инфекцине хирĕç кĕрешесси. Пĕтĕмĕшле лару-тăру ку тĕлĕшпе çивĕчленсе пыни куç кĕретех. Чирлекенсен йышĕ çĕршыв шайĕпе каллех ÿсме пуçланă. Пирĕн районта та чакмасть – сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 139 çитнĕ. Çавна май мобильлĕ ушкăнсен парикмахерскисенче, апатланупа суту-илÿ предприятийĕсенче, обществăлла транспортра тата ытти сферăра хÿтлĕх требованийĕсене мĕнле пăхăннине тăтăшах тĕрĕслемелле.

Хамăрăн сывлăх – хамăрăн алăра. Роспотребнадзор хушăвĕсене кашниех тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласан çеç хăрушă амакран упранма пулĕ.

Иккĕмĕшĕ – экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн программипе пăхса хăварнă объектсене ĕçе кĕртесси. Вĕсене, уйрăмах федераци укçи-тенкипе çыхăннисене, тепĕр çула хăварма юрамастех. Унашкал лару-тăрура объекта вырăнти нухратпа вĕçлеме тивĕ.

Канашлура Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ Марина Васильева хăй ертсе пыракан тытăмри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Кăçалхи 9 уйăхра учрежденине 608 çын ĕçе вырнаçас ыйтупа пынă пулсан, вĕсенчен 272-шне учета илнĕ. Пĕтĕмпе 298 çынна /49 процент/ ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕçе вырнаçас текенсен йышĕнче хĕрарăмсем ытларах – 210. Предприятисемпе организацисен ертÿçисем отчетлă тапхăрта 339 ваканси пуррине пĕлтернĕ, вĕсем ытларах промышленность, строительство, суту-илÿпе обществăлла апатлану сферисенче. Уйрăмах рабочисем /85 процент/ кирлĕ. Çавăн пекех зоотехниксем, механизаторсем, электриксем, сутуçăсем, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансем «дефицитра».

Ĕçе вырнаçтаракан специалистсем обществăлла ĕçсене явăçтарассипе те тимлеççĕ. Кунта ятарлă професси хатĕрленĕвĕ те кирлĕ мар. Кăçал 13 килĕшÿ çирĕплетсе 58 çынна çавнашкал ĕçсене явăçтарнă. Чылай коллективран «Яльчикский коопторг», «Яльчикский хлебозавод» сахал яваплă обществăсем, А.Н.Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, Ленин ячĕллĕ производство кооперативĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ ку тĕлĕшпе.

Центр ваканси ярмăрккисем йĕркелессипе те тимлет. Кăçалхи çавăн пек тăватă мероприятине ĕç паракан 10 пуçлăх тата ĕç шыракан 50 çын хутшăннă, 12-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. 96 социаллă контрактран 26-шне ĕç шырассипе, 7-шне профессиллĕ вĕренÿпе тата 3-шне предпринимательство ĕçне йĕркелессипе çыхăнтарнă. 10 çынна вĕренсе професси илме май туса панă, пурте ĕçе вырнаçнă. 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи 132 /34,92 процент/ çамрăка каникул тапхăрĕнче ĕçе явăçтарнă. Психологи тренингĕсемпе консультацисем ирттересси, буклетсемпе брошюрăсем хатĕрлесе кăларасси те центр хастарĕсен йăлана кĕнĕ тивĕçĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси те паян актуаллă ыйтусенчен пĕри. Ун пирки район администрацийĕн экономика пайĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ Ирина Никонова чарăнса тăчĕ. Районта 252 çемье нумай ачаллисен статусне илнĕ пулсан, вĕсенчен 234-шне пĕтĕмпе 100,7 гектар çĕр уйăрса панă, ку вăл 93,2 процентпа танлашать. Паянхи кун тĕлне Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче асăннă ыйтăва туллин пурнăçланă. 18 çемье хальлĕхе çĕр проблемипе татăлманнине çакăнпа çыхăнтарма пулать: участок тĕп килтен аякра вырнаçни, çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕ тикĕс марри, инженерипе социаллă инфраструктура объекчĕсем çукки тата ытти те. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем асăннă ыйтупа малалла ĕçлеççĕ…

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code