Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтав юрри пулса юлтăр…

Мухтав юрри пулса юлтăр…

Олег Мустаевăн Елчĕке халалласа çырнă юрри «Яльчики — огромная страна» йĕркепе пуçланать. Шухăшĕ тĕрĕс мар-и вара? Чăваш Енри 1-мĕш олимпиец, пĕртен-пĕр СССР халăх учителĕ, академик-этнопедагог Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчен тухнă. Юрăсен авторĕ — хăй те пĕртен-пĕрре!

Хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕр хутлăхне чăвашлăха аталантарма хамăр республикăран пĕрне, унтан тепĕрне яраççĕ. Анчах нумайччен тытăнса тăраймаççĕ вĕсем унта. «Черет» пирĕн ентеше çитет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ каччă вăл вăхăта çар службинчен таврăннă ĕнтĕ, çакă та çирĕплĕх панă-тăр ăна.

Пушă сăмах çапма юратман, палăртнине пурнăçа кĕртессишĕн çунакан, тĕрĕслĕхе куçран калакан, никам умĕнче мĕскĕнленмен Елчĕк арĕ ĕçе «нульрен» пуçланă. Вĕри, харсăр, пуçаруллă пулнăран урăхла ĕçлеме пултарайман та пулĕ вăл.

Халĕ шутлатăн та, Олег Мустаев пулман пулсан «лав вырăнтан тапранасси» иккĕленỹллĕччĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи наци телепрограммисен йĕркелỹçи тата тĕп редакторĕ пулса тăнă, чăвашла «Еткер» телепередача ертсе пынă, «Хамăрьял» радиопередача ертỹçи пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн никĕсĕ çинче Чăваш патшалăх университечĕн вĕренỹпе консультаци пунктне уçнă, облаçри культура министерстви çумĕнчи чăваш культурин центрне йĕркеленĕ, XIX ĕмĕрте И.Я.Яковлев тутарнă хулари православи чиркĕвне хута янă, чăвашсен наци-культура автономине туса хунă… Çакă тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене облаçри, хулари тỹре-шарапа пĕр чĕлхе тупмасăр тума çукки те паллă. Хăш-пĕр ыйтăва хĕрỹ тавлашура татса панине те калатчĕ Олег.

Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши, Аслă Петĕр ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ. Унăн пархатарлăхĕн сумне Раççей Президенчĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хисеп хучĕсем те çĕклеççĕ…

Шăматкун Ульяновскри «Патриот» креативлă пĕлỹлĕх центрĕнче мухтавлă ентешĕмĕре асăнса регионсем хушшинчи 2-мĕш «Янра, хут купăс!» фестиваль иртрĕ (1-мĕшĕ пĕлтĕр Елчĕкре пулнăччĕ. — ред.). Мероприяти юхăмĕ май унта Олег Николаевич çинчен сăмах калакансем чылаййăн пулчĕç. Ульяновск облаçĕн администрацийĕн национальноçсен ĕçĕсен тата конфесси хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Сергей Паховский, облаçри чăваш наци-культура автономийĕн председателĕ Владимир Бабайкин, мордвасен асăннă пĕрлĕхĕн ертỹçи Владимир Сафронов, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Дмитрий Судаков тата ыттисем Олег Мустаев чăвашсене пĕр чăмăра пĕтĕçтерекен пулнине, çавăн пекех хулапа облаçри тĕрлĕ халăха пĕрлештерес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнине палăртрĕç. Йăмăкĕ — Юлия Николаевна — тетĕшне: «Маншăн вăл иккĕмĕш Яковлев пекех», — тенипе те килĕшмесĕр тăма май çук.

— Олег кунта ĕçлеме киличчен чăвашсем тăван чĕлхепе калаçма та вăтаннă, — хулара пурăнакан Тутарстанри Çĕпрел ялĕнчи пĕлĕшĕм пĕлтернинче те ентешĕн паха енне куратăн. — «Вăратрĕ» вăл пире. Акатуй е чăвашсен ытти мероприятине чăваш тĕрриллĕ кĕпе-тумтирпе килекенсем те сахаллăн мар халĕ.

Хăйĕн 55 çулхи юбилейĕ ячĕпе çĕнĕ хыпарсен 73online.ru порталне панă юлашки интервьюра О.Мустаев çапла каланă: «…В нашей семье всегда соблюдались традиции, мы отмечали все национальные праздники. Я еще в 10 классе написал историю своей деревни, знаю всех своих предков до седьмого колена. В университете писал курсовые и дипломную работы о великих людях. Я буду всегда этому предан: почитать, служить и жить для своего народа».

Çĕнĕ Эйпеç арĕ, лара-тăра пĕлменскер, яланах пултарулăх шыравĕнче пулнă. Тĕрлĕ шайра нумай мероприяти йĕркеленĕ, хастаррисене чыс тума, хавхалантарма та манман. Хăй те чылай енĕпе тĕслĕх ĕнтĕ: купăсçă, музей йĕркелекенĕ, çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, хурт-хăмăрçă, кăмпаçă. Чаплă повар та — шỹрпе пĕçерес енĕпе унран лайăххи пулман, вăл ку ĕçе никама та шанман. Çут çанталăкăн чăн-чăн пĕлỹçи те пулнă. Похода кайма хатĕрленнĕ чухне мĕн-мĕн кирлине пĕтĕмпех шухăшласа хунă: тумтиртен, апат-çимĕçрен мĕн илмеллисене, вăрăм тунасемпе ỹпресенчен сыхланмалли хатĕрсем таранах…

Фестивале Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстанпа Чăваш Енрен 21 пултарулăх коллективĕпе уйрăм купăсçă хутшăнчĕç. Чăваш халăх музыка инструменчĕн çеммипе ача садне çỹрекенсенчен пуçласа 80 çултан иртнĕ ватăсем те юрларĕç-ташларĕç. Хулари Игорь Сафуков 12 çулта кăна. Вăл вара — Шеньянра (Китай) иртнĕ «Феникс вĕçевĕ» конкурсăн I степень лауреачĕ. Вырăс ачи чăваш кĕввисене питĕ шеп шăрантарчĕ. Юрă-кĕвĕ уйĕнчи пуласлăхĕн ăнăçăвĕ халех курăнать унра.

Фестивале пирĕн округран хутшăннă Валерий Архиповпа Вениамин Муллин та шыври пулăсем пекех туйрĕç хăйсене. Анне çинчен юрлани те, чăваш кĕввисен пуххине янраттарни те куракансен кăмăлне кайрĕ. Çакна халăх пĕрле шăрантарнипе тата тăтăш алă çупнипе çирĕплетрĕ.

«Янра, хут купăс!» фестиваль — Олег Мустаевăн ырми-канми ĕçне, халăх пултарулăхĕ патне туртăннине тата çынсене пĕрлештерме тăрăшнине сума суни. Мероприяти йĕркелỹ тĕлĕшĕнчен те пысăк шайра иртрĕ. Сцена ăстисене Тав хучĕсемпе, парнесемпе чыслассине, пуян апат-çимĕçпе хăналассине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Кунта облаçри чăваш культурин центрĕн пайĕн заведующийĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ираида Гаврилован (Олег Николаевичпа пĕрле ĕçленĕ, халĕ унăн ĕçне малалла тăсакансенчен пĕри — Кавал хĕрĕ. — ред.) тата унăн командин тỹпи иксĕлми.

Тỹскелĕнчи хĕрарăмсен «Шуçăм» ансамблĕ «Саламлама, чыс тума», «Ял-йыша хисеп туса» юрăсемпе куракансен ăш пиллĕ хаклавне тивĕçнĕ хыççăн, мероприятин финал пайне «Тускил» ушкăн хăйĕн çине илчĕ. Вăл, яланхи çĕкленỹлĕхпе, икĕ хайлав çитерчĕ халăх патне. Унтан — «Яльчики» юрра. Пĕтĕм сцена ăстипе куракан та ура çине тăрса юрларĕ ăна. Автономи ертỹçи Владимир Бабайкин туслăх фестивальне хутшăннисене тата йĕркелỹçĕсене тав тунă хыççăн чăтаймарĕ ахăртнех: «Яльчики» юрра тепĕр хутчен юрлама сĕнчĕ.

Чăваш паттăрĕн хайлавĕ çапла хăйĕншĕнех ĕмĕрлĕхе мухтав юрри пулса юлтăр…

Николай МАЛЫШКИН.
Чĕмпĕр — Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code