Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Географи диктанчĕ

Географи диктанчĕ

Вырăс географи обществи пуçарнипе иртекен акци пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ.

Кăçал çак акци ноябрĕн 11-мĕшĕнче иртет. Диктанта яланхи пекех 12 сехетре çырма пуçлĕç. Чăваш Енре вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче, Наци музейĕнче, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче, пирĕн районта Елчĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртет. Унта кашниех хутшăнма пултарать.

Аса илтеретпĕр: географи диктантне пĕрремĕш хут 2015 çулта ирттернĕ. Пĕлтĕр унта çĕршыври 260 пин çын хутшăннă, Чăваш Енре – 1500 ытла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code