Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чăн-чăн педагог пуласси пархатарлă

Чăн-чăн педагог пуласси пархатарлă

Тунтикун районти вĕрентекенсемпе воспитательсем хăйсен професси уявне паллă тума çутă та хăтлă Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн залне пуçтарăнчĕç. Çут çанталăкĕ те вĕрентекенсене хĕрÿллĕн саламлать тейĕн, хĕвел ăшă пайăркисене ытарлăн сапалать, йывăçсен ылтăн сарă, хĕрлĕ çулçисем майĕпен çĕр çине вĕçе-вĕçе анаççĕ. Ытти чухнехинчен хитре тум тăхăннă, çÿç-пуçне ятарласа тирпейленĕ, кăкăрĕсен умне вĕренÿпе воспитани ĕçĕнчи хастарлăхшăн илнĕ паллăсене, медальсене çакнă хисеплĕ çыннăмăрсен пит-куçĕ нихăçанхинчен савăк та тулли. Çулталăкра пĕрре килекен уява çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илсен вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех çав савăк туйăмпа ачасем патне урока васкасси иккĕлентермест.

Çак пархатарлă праçник паян шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе: «Вĕрен, вĕрен», – текенсен çеç мар, вун-вун çул ачасене чунне парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă педагогика ĕçĕн ветеранĕсен те. Çавăнпа та вĕсен ячĕсене асра тытасси ырă йăлана кĕнĕ.

Ахальтен мар педагог кашни çыннăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварать. Эпир, вун-вун çул каялла шкул парти хушшинчен тухнăскерсем, хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекене, тĕрлĕ наукăна, пурнăçа ăса хывма пулăшнă учительсене ĕмĕр тăршшĕпех асăмран кăлармастпăр. Паянхи вĕрентекенсене те хăйсене хаклама пĕлекен вĕренекенсем ырă суннинчен лайăххи мĕн пултăр;

Уявра чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламларĕ. Вăл районти учительсене пархатарлă ĕçшĕн, тăрăшулăхшăн тав тунипе пĕрлех кирек мĕнле шайри конкурссенче, олимпиадăсенче, тĕрлĕ фестиваль-конференцисенче Елчĕк вĕрентекенĕсем республикăра çÿллĕ шайра тăнине, вĕсемпе яланах савăннине палăртрĕ. Акă, кану кунĕнче иртнĕ учительсен республикăри уявĕнче Курнавăшри вăтам шкул 200 пин тенкĕлĕх грант, Анфиса Николаева учитель «Раççей Федерацийĕн çутĕçпе воспитанин хисеплĕ ĕçченĕ», Аслă Таяпари тĕп шкул директорĕ Владимир Малов «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене илнине палăртма кăмăллă.

Леонард Васильевич пандемие пула уява пĕчĕкрех йышпа пуçтарăнма тивнине, çав сăлтава пулах хуларан хаклă хăнасем килейменнине пĕлтернĕ май РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Петр Красновпа Юрий Поповăн саламĕсене пухăннисем патне çитерчĕ.

Унтан ырă йăлана пăрахăçламасăр юлашки çулсенче пысăк ÿсĕмсемпе палăрнă вĕрентекенсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç. Леонард Васильевич вĕренÿ тытăмĕнчи пысăк ÿсĕмсемшĕн, ачасемпе çамрăксене воспитани панă çĕрте чылай çул вăй хунăшăн райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информатикăпа методика центрĕн аслă методистне Людмила Ефимовăна, Елчĕкри вăтам шкулти Венера Тябукова учителе «Раççей Федерацийĕн çутĕçпе воспитанин хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна, Шăмалак шкулĕн директорне Ираида Васильевăна Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамотине, ÿссе пыракан çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Аслă Елчĕкри Лариса Егоркинăна, Аслă Таяпари Галина Королевăна ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕсене парса чыс турĕ.

Сăваплă професси çыннисене район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн ертÿçи Вячеслав Сядуков кăмăлтан саламланă май Елчĕкри искусство шкулĕн преподавательне Светлана Карамаликовăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 20 пин тенкĕлĕх гранчĕн свидетельствипе, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне районти финанспа тата ресурспа тивĕçтерекен центрăн начальникĕн çумне Валентина Чувайкинăна наградăларĕ.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисен йышĕнче – «Чебурашка» ача сачĕн воспитателĕ Валентина Гаврилова, Кушкăри Александр Романов, Аслă Елчĕкри Сергей Убасев учительсем, Елчĕкри Елена Шайдуллина повар.

Вĕренÿпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов Чăваш Енри профсоюз 100 çул, районти профсоюз организацийĕ 30 çулхи юбилейĕсене паллă тунине пĕлтерчĕ. Çак юбилейлă çулталăкăн ячĕпе райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Аслă Таяпа шкул директорĕ Владимир Малов, Елчĕк шкулĕнчи профсоюзăн пуçламăш организацийĕн председателĕ Владимир Николаев, Елчĕк шкулĕн директорĕ Лариса Васильева «Чăваш профсоюзĕсене 100 çул» медале тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин Профсоюзĕн Хисеп грамотисене Çирĕклĕ Шăхаль шкул директорĕ Виктор Карчиков, Курнавăшри Евгения Корнилова, Елчĕкри Надежда Кушманова учительсем, районти финанспа тата ресурспа тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан бухгалтерĕ Надежда Мешкова, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Елена Никифорова, «Шевле» ача сачĕн заведующийĕ Наталия Петрова, Кушкăри Людмила Пешенькова учитель, Çĕнĕ Пăвари шкул директорĕ Диана Турхан, «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Шакова, Чăваш Енри халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотине Кивĕ Эйпеçри Татьяна Сусметова, Аслă Елчĕкри Надежда Хушкина учительсем, Лаш Таяпари шкул директорĕ Ирина Чернова, рескомăн Тав хутне райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Марина Чернова илчĕç. Профсоюз ертÿçин парнисем хисепе тивĕçнисен кăмăлне кайни сисĕнчĕ. Кашнийĕн аллинче – чĕрĕ чечек çыххисем.

Районти вĕрентекенсене Лаш Таяпари «Мехел» тата «Сударушки» ушкăн, Юрий Кашкăр юрăç-композитор тата райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Зарема Князева янăравлă та илемлĕ юрăсемпе тыткăнларĕç. Хуларан килекен хăш-пĕр артистсем айккинче тăччăр ку чухне, чăннипех те хавхаланупа тулли савăнăç парнелерĕç культура ĕçченĕсем уяв хăнисене.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: награда илнисен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code