Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ăс-тăна, сывлăха хавшатать

Ăс-тăна, сывлăха хавшатать

Наркомани — хăрушă чир. Общество умĕнче тăракан чăрмавсенчен чи çивĕччи вăл.

Çын наркотикпе «туслашнине» мĕнле пĕлмелле? Наркотикпе анранă çынна малтанхи тапхăрта сыввинчен уйăрса та илейместĕн. Çапах та ывăл-хĕрĕ улшăннине ашшĕ-амăшĕ туятех. Наркотик çыннăн психики çине тÿнтерле витĕм кÿрет. Малтанхи интерессем илĕртмеççĕ ăна текех, вĕренÿ шайĕ чакать. Кăмăлĕ хăвăрт улшăнма пултарать, ыйхă çĕтнипе аптăрать. Тепĕр паллă — куç шăрçи пĕчĕкленсе е сарăлса каять. Унăн тăруках çĕнĕ «туссем» тупăнаççĕ, урăхла калаçусем пуçланаççĕ. Наркотиксемпе усă куракан хăвăрт-хăвăрт, чĕрре кĕрсе калаçать, куçĕ «çуталать», ним çукран кулма тытăнать е тарăхать. Астăвăм, тăн тата тимлĕх çĕтсе пырать унăн.

Наркоманăн сывлăхĕ те хавшать, тĕрлĕ органĕсем сиенленеççĕ: ÿпке, пĕвер, чĕре, пуç мими, ар тата ытти те. Кулленех пуç ыратнипе, кăмăл пăтраннипе аптăрама пуçлать вăл.

Ачасене наркотик тыткăнĕнчен мĕнле упраса хăварма пулать-ха? Вĕсене сывă пурнăç йĕркине çемьерен, садикрен, шкултан пуçласах хăнăхтармалла. Çак тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн, педагогсен, психологсен, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен, общество представителĕсен пĕрле тăрăшмалла.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code