Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тав тăватпăр пуç тайса

Тав тăватпăр пуç тайса

Манăн мăн кукаçине Михаил Петрович Пятаков тесе чĕннĕ. Вăл 1911 çулта Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Ар çулне çитсен Аслă Елчĕк хĕрне килĕштернĕ те унпа çемье çавăрма шутланă. Нина Убасева хÿхĕм те пултаруллă хĕр пулнăран каччăн чĕрине вĕри вут çулăмпа çунтарнă. 1934 çулта çамрăксем çемье çавăрнă.

1935 çулта телейлĕ мăшăр çемйине çĕнĕ кайăк вĕçсе кĕнĕ. Мария ят хунă ăна. Çепĕçлĕхĕпе, ачашлăхĕпе палăракан хĕр ача кунран-кун аталанса, чиперленсе, хăйĕн ăс-тăнĕпе тĕлĕнтерсе пынă. Ашшĕ-амăшĕн чăн-чăн савăнăçĕ, телейĕ çакăнта мар-и вара?!

1938 çулта Пятаковсен çемйине Турă ывăл парнеленĕ. Пĕчĕк паттăра Петя ят хунă. Вăл ÿссе аталанса пымалла чухне ăна кĕтмен çĕртен йывăр чир çапса ÿкернĕ. Шел пулин те, ăна çăлса хăварайман. Вăл пĕчĕккĕллех ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Вăхăт шунă май пурнăç малалла тăсăлнă. Унтан çемьере тепĕр ывăл çут тĕнчене килнĕ. Мăн кукаçипе мăн кукамай нумай шутласа тăман – пĕр иккĕленÿсĕрех пĕчĕкскере асран тухман тĕпренчĕкĕн ятне – Петя – параççĕ. Шăпах 1941 çул пынă ун чухне. Çавăнпа та çемье савăнăçĕ нумая тăсăлман – пирĕн çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче халăхшăн тĕнче ишĕлнĕн туйăннă. Ялти мĕнпур вăйпитти арçынна вăрçа илсе тухса кайнă. Çав йыша Михаил Пятаков та лекнĕ.

Мăшăрĕпе тата икĕ тĕпренчĕкĕпе сывпуллашнă май вĕсене хыттăн чуп туса уйрăлнă Михаил Петрович. Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă мăн кукаçи. Фронтран çемйине çырусем çырсах тăнă. Вĕсенче вăл нимĕçсене çĕнтерессе шаннине пытарман.

Михаил Петрович вăрçă хирĕнче темиçе хутчен те аманнă. Госпитальте сывалнă хыççăн каллех çапăçу хирне васканă. Берлинта Çĕнтерÿ ялавĕ ялкăшиччен вăрçă хирĕнчен тухман.

1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ. Ял-хуласенче ырми-канми ĕçленĕ ачасемпе хĕрарăмсен, çапăçу хирĕнче тăнăç пурнăçшăн кĕрешнĕ паттăр салтаксен Çĕнтерÿ кунĕ. Ун хыççăн ял çыннисем хăйсен çывăх çыннисене чăтăмсăррăн кĕтнĕ савăнăçлă та, çав вăхăтрах хурлăхлă кунсем пынă. Мăн кукамай та икĕ ачипе савнă çыннине чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Чунĕ вăрканă унăн. Акă кĕтнĕ самант – мăн кукаçи тăван килне пырса кĕнĕ. Чĕрĕ, сывă, анчах инвалид – пĕр аллин пÿрнисем çук, урисем юхан-суранлă. Нумай çулсем хушши асаплантарнă суранĕсем ăна. Ырату, суран курăнман та ун чухне, чи пысăк пĕлтерĕшли вилĕме парăнмасăр тăван яла таврăнни. Мĕн пытармалли, тăшман пĕтĕм халăх умĕнче тарăн суран хăварнă, вăл нихăçан та пĕтĕмпех тÿрленеймĕ.

Эпĕ хамăн мăн кукаçие тата пĕтĕм ветерана паянхи мирлĕ пурнăçшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватăп. Вĕсем паттăрлăхпа çĕнсе илнĕ çак çут тĕнчен ырлăхĕнче пурăнатпăр-çке эпир.

А.ВОЛКОВА,
Чăваш патшалăх университечĕн студентки.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Пятаков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code