Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Январĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1878 çулта Болгаринчи Шейново ялĕ çывăхĕнче вырăс çарĕсем турккăсемпе çапăçăва кĕнĕ. Унта вырăс çарĕсем çĕнтернĕ.

Январĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта пирĕн çарсем Польша территорине нимĕçсенчен хăтарас шутпа Вислăпа Одер операцине пикеннĕ.

Январĕн 17-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта совет салтакĕсем Варшавăна фашистсенчен хăтарнă.

Январĕн 27-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта совет çарĕсем Ленинград хулине нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code