Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар ĕçне вĕреннĕ

Çар ĕçне вĕреннĕ

Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçи пуласси — кашни арçыннăн таса тивĕçĕ тата чысĕ. Çак туйăма ачаран хăнăхтармалла, аталантармалла. Раççей Оборона министерствин тата Раççей Вĕренỹпе наука министерствин пĕрлехи приказĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 24-28-мĕшĕсенче çĕршыври шкулсенчи 10-мĕш классенчи арçын ачасен вĕренỹ сборĕсем иртнĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕнчи çичĕ вĕренỹ организацийĕнчи яшсене, вĕсем пурĕ 44-н, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул никĕсĕ çинче пуçтарнă. Çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн пилĕк кунлăхра 35 сехетлĕх занятисем ирттерме пăхса хăварнă. Тактика, строй, вăй-хал, çар медицинин хатĕрленĕвĕ… — пĕтĕмпе 8 направлени. «Çар службин хăрушсăрлăх никĕсне» те кĕртнĕ программăна. Вăл асăннă тата ытти дисциплинăсенчен чи «çамрăкки» шутланать.

Чылай çул каялла шкулсенче пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн (НВП) предмечĕ пулнă, ытларах çар училищи пĕтернĕ отставкăри офицерсем ертсе пынă ăна. Салтак пурнăçне тĕрлĕ енлĕн хăнăхтарнă. Кунта вара кĕске тапхăрта йăлтах алла илмелле. Ертỹçĕсем вара, ОБЖ преподавателĕсем, çапла тума тăрăшнă та: тăкăс пулсан та, палăртнисене тулли содержаниллĕ йĕркеленĕ, уйрăмах практикăлла занятисене тĕпе хунă. «АКС-74» автоматран персе курни мĕне тăрать!

Тĕрлĕ занятие, мероприятие активлă явăçтарса çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисенче патриотла туйăма çирĕплетес тĕллев лартнă. Вĕсене Шупашкарти Çĕнтерỹ лапамĕпе В.И.Чапаев музейне çитсе курма май туса панă, шкулти «Путь гения», историпе тăван тавралăх музейĕсенче те килĕшнĕ.

Вĕренỹ сборне хупассине те пĕтĕмĕшле çар уставне пăхăнса йĕркелерĕç. Сбор начальникĕ — округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе меслетлĕх центрĕн директорĕ Людмила Ефимова программăна туллин пурнăçланине палăртрĕ, шкулсен представителĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. Çамрăксене вара пухнă хăнăхăва малашне те аталантарса пыма, çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçисем пулма ăнăçу сунчĕ. Тĕрлĕ конкурсра, ăмăртура палăрнă вĕренекенсене дипломсемпе чысларĕç. Вăл йышран чи пултаруллисем — Герман Илеменевпа (Аслă Елчĕк) Руслан Никонов (Елчĕк).

ШУХĂШ:

Петр КУЗНЕЦОВ, Аслă Елчĕкри вăтам шкулти ОБЖ преподавателĕ:

— 10-мĕш класра вĕренекенсен вĕренỹ сборне пирĕн шкулта 2017 çулта ирттерме пуçланă. Йĕркелỹ тĕлĕшĕпе вăл кашнинчех тивĕçлĕ шайра. Кĕске тапхăрта та яшсем çар пурнăçĕпе çывăхрах паллашаççĕ, хăйсен вăй-халне, пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ, çĕршыва хỹтĕлес туйăма çирĕплетеççĕ. Ман шутпа, çар ĕçне çывăх вĕренỹ пулас салтаксене йĕркелĕхе хăнăхтарать, яваплăха туйтарать.

Артем САВИНОВ: Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕ:

— Сбор мана питĕ килĕшрĕ. Хăвна урăхла лару-тăрура тĕрĕслетĕн, йывăрлăха парăнтаратăн. Çар тумĕпе пулни дисциплинăллă пулма хистет. Пилĕк кун сахалтарах, паллах, тепĕр икĕ кун хушсан аванччĕ — нумайтарах пĕлнĕ пулăттăмăр.

Çакна та каласшăн: поварсем ăшă кăмăллă кунта, çав тери тутлă пĕçереççĕ. Хаçатра Людмила Мешковăпа Аэлита Питаковăна пирĕн ятран тав туса çырăр-ха.

Вăтам шкул пĕтерсен эпĕ Санкт-Петербургри мотострелоксен аслă команда училищине вĕренме кĕрес шухăшлă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code