Майăн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тата Чăваш Республикин Вĕренỹ министрĕн çумĕ Марина Лежнина Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри вăтам шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçнă.
Шывăн турачĕ çук
Çулла — отпусксен тата каникул вăхăчĕ. Шăрăх кунсенче нумайăшĕ пĕве-юхан шыв патне туртăнать. Анчах шыва кĕмелли йĕркене пăхăнманни час-часах инкекпе вĕçленме пултарать. Республикăра пĕлтĕр 16 (2024 çулта — 2) синкерлĕ пулăма регистрациленĕ, çав шутран пĕр ача (5) пурнăçĕ татăлнă. 16 çынна путса вилесрен çăлса хăварнă.
Иртнĕ çулхи инкексен сăлтавĕсене тишкерсен çакă курăнать: ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче (12), ỹсĕрле шыва кĕни (9 çын), шыв объекчĕ çывăхĕнче хăрушсăрлăха пăхăнманни (çын шыва кĕрсе ỹкни (2), пулă тытнă чухне асăрханманни (1). Çитĕннисенчен 16 çынран 12-шĕ (80 процент) ỹсĕр пулнă.
Географи тĕлĕшпе илсен, шывра путса вилнисен списокĕпе Шупашкар хули малта — 5. Улатăр, Йĕпреç, Канаш муниципалитет округĕсенче 2-шер тата пилĕк тăрăхра — пĕрер тĕслĕх. Ача путса вилни Улатăр округĕпе çыхăннă.
Чăваш Республикин 2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи 43-мĕш номерлĕ Законĕпе килĕшỹллĕн 16 çул тултарман ачан ашшĕ-амăшĕсĕр е çитĕннисемсĕр шыва кĕме кăна мар, шыв объекчĕ çывăхне кайма та юрамасть. Енчен те асăннă саккунăн 4.1 статйине пăхăнмасан ачан ашшĕ-амăшне РФ административлă кодексĕн 5.35 статйипе айăплама пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра регионти шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем шыва кĕме хатĕрленĕ вырăнсене тĕрĕслессипе тата кирлĕ мар япаласенчен тасатассипе ĕçлеме пуçланă. Пирĕн округри территори пайĕсенче шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем — 8. Çак кунсенче водолазсем вĕсенче те кирлĕ ĕçсене пурнăçланă.
Вĕренỹ çулĕн вĕçленĕвĕ хыççăн ачасем хăйсене ирĕклĕ тытасси ỹсет, унпа пĕрлех асăрханулăх чакать. Лару-тăрăва çивĕчлетме пултаракан çак факта та шута илмелле: çуллахи каникула ялсенчи тăванĕсем патне хуласенчен хăнана 1200 ытла ача килме пултарĕ. Çавна май яваплă органсем, вĕренỹ организацийĕсем, общественноçăн профилактика мероприятийĕсене тĕллевлĕ те тухăçлă йĕркелемелле.
Владимир Арсеньевичпа Марина Николаевна Çуткỹл ялĕнчи шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ вырăнпа паллашнă. Ăна требованисене туллин пăхăнса йĕркеленине курса ĕненнĕ.
Хăтлăх хамăртан килет
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хула хутлăхĕ» проекчĕпе килĕшỹллĕн 2020-2025 çулсенче республика территорийĕнче 2,0 миллиард тенкĕлĕх 215 объекта хăтлăлатнă.
Чăваш Ен палăртнă направленипе Пĕтĕм Раççейри чи лайăх проектсен конкурсне 2018 çултанпа хутшăнать. Çичĕ çул хушшинче 14 проекта (1,3 млрд тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ.
2021 çултанпа хăтлăх кỹмелли территорисене онлайн-сасăлавпа палăртатпăр. Урăхла каласан, 14 çултан аслăрах кашни çын хутшăнма пултарать унта. Аса илтеретпĕр: апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 12-мĕшĕччен пыракан сасăлавра эсир Аслă Елчĕкри тĕп лапам çывăхĕнчи тата Елчĕкри Советская урамĕнчи скверсемшĕн сассăрсене пама пултаратăр. Тирпей-илем ыйтăвне татса парасси пиртен кашнинчен килет, çавăнпа мĕнпур сасăлавра та хастар пулар.
Республикăра ку мероприятие пĕтĕм 23 муниципалитет пĕрлешĕвĕ хутшăнать. Обществăлла территорисен шучĕ — 55. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне регионта вĕсемшĕн 84 пин ытла сасă панă.
Ăшăтмалли сезон вĕçленчĕ…
Çĕнни пуçланать
2025Ỹ2026 çулти ăшăтмалли сезон регионта сентябрĕн 26-мĕшĕнче пуçланнă. Пирĕн округра та ку тĕлĕшпе чăрмав пулман, мĕншĕн тесен хатĕрленỹ тапхăрĕ çу кунĕсенчех старт илет. Яваплă тапхăра уйрăмах вĕренỹ организацийĕсем ăнăçлă кĕреççĕ. Çулсерен çапла. Округра газ, шыв, çутă парса тăрассинче кăлтăксем пулман.
Республика шайĕпе вара ỹкерчĕк урăхла. Коммуналлă инфраструктура объекчĕсенче 664 (588) хирĕçле пулăма шута илнĕ. Чи нумаййи электроэнергипе çыхăннă — 277. Ку вăл, иртнĕ сезонпа танлаштарсан, 23,66 процент ытларах. Юрлă-çумăрлă çанталăка пула 14 округра пурăнакансем шар курнă. Пĕр аварие пĕтерме сезонта вăтамран 5 сехет те 17 минут иртнĕ. Кĕтмен инкек Шупашкар хулине, Муркаш, Çĕмĕрле тата Шупашкар округĕсене ытларах пырса çапнă.
Ăшăту тапхăрĕнче «Хĕрỹ линире» 388 шăнкăрав, 585 çыру йышăннă. Пирĕн округпа çăхав таврашĕ пулман.
Пĕр хĕл хыçа юлнă хыççăнах çитесси пирки шухăшламалла: котельнăйсене юсамалла, приборсене тĕрĕслев витĕр кăлармалла, дымоходсене тасатмалла, документацие йĕркене кĕртмелле…
«Земство культура ĕçченĕ»
федераци программи 2025 çулта вăя кĕнĕ. Унта культура енĕпе аслă е ятарлă вăтам пĕлỹ илнисем хутшăнма пултараççĕ. Пĕлтĕр 8 специалиста ĕçе вырнаçтарнă пулсан, кăçал «земство» ята 20 специалист тивĕçĕ. Елчĕк округĕпе пĕр культура ĕçченĕ конкурс витĕр тухнă. Виçĕ ваканси пур.

Программăна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем кăна хутшăнаймаççĕ. 50 пин çын таранччен пурăнакан ял-хулари культура учрежденине (клуб, вулавăш, музей, искусство е ỹнер шкулĕ) ĕçлеме килекене пĕр хутчен 1 миллион тенкĕлĕх компенсаци тỹлеççĕ. Асăннă суммăна «тỹрре кăларас» тесен унăн пĕр вырăнта 5 çул тăрăшас пулать.
Кăçал культурăпа искусство тытăмĕнчи вĕренỹ заведенийĕсенчен 245 çын вĕренсе тухать. Эх, пиреччĕ вĕсенчен 2-3-шĕ!
Округра физкультурăпа спорт сферинче те кадрсен çивĕчлĕхĕ уççăн палăрать. Йывăрлăха федерацин «Земство тренерĕ» программăна хутшăнса татса пама майлă, анчах хальлĕхе вăл никама та илĕртмест…
Округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе Марина Лежнина тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый йышăннă. Çавăн пекех вĕсем виçĕ тăлăх ачана хваттерсем туянма сертификатсем панă.
Николай МАЛЫШКИН.

