Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > …Паралимпиадăна

…Паралимпиадăна

Паралимп вăййисене 1960 çултанпа ирттереççĕ. Унта сусăр атлетсем спортăн 27 енĕпе тупăшаççĕ. Раççей спортсменĕсем ку ăмăртăва 1988 çултанпа хутшăнаççĕ. Анчах 2016 çулта допингпа çыхăннă шăв-шава пула пирĕн çĕршыв командине унта кайма ирĕк паман. Телее, паралимпиецсем кăçалхи ăмăртăва кĕтсе илчĕçех. Вăйăсем августăн 24-мĕшĕнче Японири Токиора пуçланаççĕ.

Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăмăртăва хатĕрленекен спортсменсемпе видеоконференци мелĕпе калаçнă.

Регион ертÿçи каланă тăрăх, Паралимпиадăна хутшăнни – пысăк çитĕнÿ. Пирĕн ентешсенчен унта çĕршыв чысне 5 çын хÿтĕлĕ. Чи палли – РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Елена Иванова спринтер. 2012 çулта Шупашкар хĕрĕ Паралимпиадăран виçĕ ылтăн медальпе таврăннăччĕ. Кăçал атлет 200 тата 400 метрлă дистанцисенче вăй виçĕ. Хальхи вăхăтра Елена Новогорскра хатĕрленет. Унтах çамрăк атлет Сергей Бирюков тăршшĕне сикес енĕпе ăсталăха туптать. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Денис Гаврилов марафонра тупăшĕ. Япăх куракан атлет Сергей Ивановпа пĕрле старта тухĕ. Паллă стайер 2008 çулхи Олимпиадăра çĕршыв чысне хÿтĕленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Кисловодскра тренировка тăваççĕ. РФ спорт мастерĕ Татьяна Гуреева бадминтонистка Тула облаçĕнче хатĕрленет. Бадминтона Паралимп вăййисен программине кăçал кăна кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code