Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илес, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес ĕçре хуçалăхри кашни ĕçченĕн тỹпи пур. Çуркунне ака тăвас, кĕрхи кунсем çитсен уй-хир ĕçĕсене вăхăтлă вĕçлес тесе механизаторсем çулсерен ырми-канми тăрăшаççĕ.
«Сатурн» хуçалăхра 26-мĕш çул механизатор пулса вăй хуракан Радик Квасов тыр-пул акас ĕçе хастар вĕçленĕ хыççăн нумай çул ỹсекен курăка, кĕрхи культурăсене минераллă удобренипе апатлантарас тата им-çам сапас тĕлĕшпе тимлет. Шаннă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа тата пысăк пахалăхпа пурнăçлать вăл, ку енĕпе малтисен ретĕнче тăрать. Хурçă ута та пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерет тракторист: юсав ĕçĕсене вăхăтлă пурнăçласа пырать. Хĕллехи вăхăтра та пушă лармасть — хуçалăх ферминче выльăхсене апатлантарас ĕçе хастар хутшăнать.
Ĕçне кура — хисепĕ. Нумаях пулмасть Радик Федорова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне парса чысларĕç.
Николай КРУГЛОВ.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Радик Квасов хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче.

