Шупашкарта республикăри «Кадетсен тĕрĕслевĕ-2026» строй хатĕрленĕвĕн смотрĕ иртнĕ.
Çулсерен йĕркелекен мероприятие Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти кадетсем те активлă хутшăннă. Уйрăм вĕренекенсем — 9-мĕш класри Тимофей Антонов тата 11-мĕшĕнчи Эвелина Чернова «Чи лайăх кадет-2026» паллăна тата Диплома тивĕçнĕ. Маттурсем — Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем те.

