Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăмла çитĕнтерме вĕрентеççĕ

Хăмла çитĕнтерме вĕрентеççĕ

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмла çитĕнтерес енĕпе вĕренỹ пуçланнă.

Ятарлă курссенче Чăваш Енре пурăнакансем, Мускавран, Санкт-Петербургран, Смоленск облаçĕнчен, Алтай тăрăхĕнчен килнисем пĕлỹ илеççĕ. Хальхи вăхăтра хăмла культурипе ĕçлекенсен вăрлăх тата техника ыйтăвĕсене татса памалла. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăмла çитĕнтерекенсене регионтан пулăшнине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, аграри университетĕнче ятарлă лаборатори хута кайĕ, хăмла типĕтмелли комбайн проектне хатĕрленĕ. Педагогсем уйрăм сортсем суйлама вĕрентеççĕ, хуçалăхсенчи хăмла туса илмелли машинăна кăтартаççĕ, сăра вĕретмелли технологисемпе паллаштараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code