Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пехет» кĕтет

«Пехет» кĕтет

Шупашкарти «Каскад» суту-илỹ центрĕнче уçăлнă «Пехет» агромаркетра шăматкун, сентябрĕн 20-мĕшĕнче 12 сехетрен пуçласа 18 сехетчен Елчĕк муниципалитет округĕпе паллаштараççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхă Олег НИКОЛАЕВ: «Пехет» агромаркет уçăлнин тĕп тĕллевĕ — халăха регионта туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтересси. Кунта пĕр анлăшра тăватă енлĕ суту-илỹ йĕркеленĕ. Унсăр пуçне агромаркетра тĕрлĕ мероприяти, фестиваль ирттерме пулать. Вырăнти фермерсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарнипе пĕрле сĕнỹ-канашпа пулăшаççĕ.

Кунта вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туса илнĕ продукципе суту-илỹ тăваççĕ, мастер-классем йĕркелеççĕ, Елчĕк округĕнчи пултарулăх коллективĕсем, Алексей Шадриков, Полина Борисова, Константин Рязанов, Юрий Кашкăр тата ытти эстрада артисчĕсем концерт кăтартаççĕ.

«Пехет» агромаркетра çемьесемпе пулса курма та кăмăллă пулĕ. Килсе курма ан манăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code