Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ăста аллисем — вĕсен тĕп вăйĕ

Ăста аллисем — вĕсен тĕп вăйĕ

Массажист ĕçĕ çăмăл мар. Вăл тăтăш ура çинче, тата, пĕтĕм вăйне парса ĕçлес пулать унăн.

— Апла пулин те çынсем эпир ывăннине курмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн пата ырă кăмăл-туйăмпа килеççĕ, эпир те вĕсене çапла кĕтсе илме тивĕçлĕ, — теççĕ районти тĕп больницăри Зоя Федоровăпа Ирина Кириллова массажисткăсем.

Вĕсем, йывăрлăхсенчен хăраманскерсем, массажист ĕçне юратса, чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Зоя Вениаминовна Шупашкарти, Ирина Александровна Пăва хулинчи медицина училищисенчен вĕренсе тухнă. Каярахпа, малтанхи ĕç вырăнĕсенчи хăш-пĕр чăрмавсем килсе тухнине пула, ятарлă курссенче вĕренсе хушма професси илме те ỹркенсе тăман. Çавăнтанпа, 10 çул ытла ĕнтĕ, массаж кабинетĕнче вăй хураççĕ. Çак тапхăрта вĕсен ăста алли витĕр вун-вун пациент тухнă. Физиотерапи уйрăмĕн тухтăрĕ Светлана Алексеевна Катайкина та вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ.

Светлана Катайкина тухтăр сиплевĕн çак чи авалхи мелĕпе — классика массажĕпе усă курни нумай чире çĕнтерме май панине, хальхи вăхăтра ăна профилактика тĕлĕшĕпе те анлăн усă курнине палăртрĕ. Массаж тунин лайăх енĕсенчен пĕри — ỹт-пỹ, çан-çурăм тăрăх чупакан ăшă…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code