Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22792,8 гектар (98,2 процент), пурĕ 950839 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 41,7 центнерпа танлашать.
Техника культурисене 1163 гектар (74 процент) пухса кĕртнĕ.
Пахча çимĕç культурисене 65,6 гектар (60 процент) пухса кĕртнĕ.
176 гектар (51 процент) çĕр улми кăларнă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 368 центнерпа танлашать.
9622 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма 6752 тонна (135 процент) утă, 47566 тонна (125 процент) сенаж, 10455 тонна силос хатĕрленĕ. Пĕр условлă выльăх пуçне 31,3 апат единици тивĕçет.

