«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатса вăтам ĕмĕр тăршшĕне 2030 çула 78 çулччен, 2036 çул тĕлне 81 çулччен çитерме тĕллев лартать. Сывă та активлă пурнăç тапхăрне ỹстересси çине вара уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллеве пурнăçлама чир-чĕре малтанхи тапхăрта, чир аталанас хăрушлăха тупса палăртма йĕркеленĕ диспансеризаци пулăшать.
2025 çулăн малтанхи 5 уйăхĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан 251591 çын диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă. Вĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ хыççăн 82 558 пациента иккĕмĕш, тарăнрах тĕрĕслевсем тума янă.
Асăннă тапхăрти диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕсенче çак чирсене пĕрремĕш хут тупса палăртнă:
— 7457 чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ;
— 424 усал шыçă;
— 952 сахăр диабечĕ;
— 678 сывлав органĕсен чирĕсем;
— 1568 апат ирĕлĕвĕн органĕсен чирĕсен тĕслĕхĕсем.
Сăмах май, республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта Чăваш Енре 900 пин ытла çын (халăхăн 80 проценчĕ) диспансеризаци тухнă. Çак кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи тăрăхĕнче 2-мĕш, Раççейре 5-мĕш вырăн йышăнать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 37 пин çыннăн тĕрлĕ чир-чĕр пурри палăрнă.
Сывлăхăра упрăр! Диспансеризацие вăхăтра тухăр!

