Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕ, тайма пуç сана!

Çĕр ĕçченĕ, тайма пуç сана!

Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен округри уявĕ ытти çулсенчи пекех асра юлмалла иртрĕ. Çак кун «Победа» ООО никĕсĕ çинче 220 пуç пăру вырнаçмалли çĕнĕ йышши витепе кормоцех хута кайни, пушшех, уяв пĕлтерĕшне тата ỹстернĕн туйăнчĕ.

…»Победа» ОООра ферма çурчĕсем тăтăшах çĕнелеççĕ. Кунта 4 çул каялла та, кĕр мăнтăрĕпе иртекен çакăн пек уявра Израильте туса кăларнă «ăслă» оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă ĕне вити (400 пуç валли) хута кайнăччĕ. Виçĕмçул пăру вити (200 пуç) хăпартса лартнă. Ĕçе пĕрре пикеннипе усă курса кăçал юлашкинчен каланă çак витене тата анлăлатнă. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсен хисепĕ кашни çулах ỹссе пырать-çке. Унсăр пуçне, фермăри ĕçсене çĕнĕлле йĕркелеме вăхăт та хистет. Ĕç тухăçлăхне ỹстерес, выльăх-чĕрлĕхрен май пур таран ытларах продукци туса илес тесен ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесси чи кирли пулса тăнине те кунта лайăх ăнланаççĕ. Ахальтен мар «Победа» ООО сĕт туса илессипе округра анчах мар, республикăра та малтисен ретĕнче. Çу тапхăрĕнче кашни ĕнерен 32-35 килограмран, хĕл тапхăрĕнче те 25 килограмран кая мар сĕт сăвакан ял хуçалăх предприятийĕнче кăçалхи 9 уйăхри кăтарту 8340 килограма çитнĕ те ĕнтĕ.

— Çулталăкри вăтам кăтарту 10500 килограмран кая пулманнине çирĕплетсех калама пултаратпăр, — терĕ Николай Головин директор.

…Çу шăрăх килнĕ пулин те, округри тыр-пул ăстисем пысăк ỹсĕмсене çывхартнă. Пурĕ 88870 тонна (малтанхи хут палăртнă виçепе) тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Алласа кĕлете кĕртнĕ виçе — 83206 тонна, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 36,3 центнерпа танлашнă. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков залра пухăннă аграрисем умĕнче тунă тĕплĕ докладра илсе кăтартнă ытти цифрăсемпе паянхи номерти 2-мĕш страницăри интервьюра паллашма пулĕ.

Çĕр çыннине чыслас тĕллевпе округра пулса курнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та пирĕн округри ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый муниципалитет округĕн администрацийĕ шайĕнче çирĕплетнĕ йышăнупа килĕшỹллĕн вырмара, отчетлă тапхăрта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чи пысăк кăтартусене çывхартма пултарнă ял хуçалăх организацийĕсемпе уйрăм çынсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕ. Ятран палăртса çырни те — паянхи номерте.

Производствăра малта пыракансене чысласси малалла пулчĕ. Ирина Ивановăна («Комбайн» ЯХПКри бухгалтера) агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Елена Павловăна («Комбайн» ЯХПКри тĕш тырă склачĕн заведующине), Алексей Трофимова («АСК -Яльчики» ОООри склад заведующине) РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, ăратлă ĕне выльăх ĕрчетнĕшĕн тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн «Победа» ОООна РФ Ял хуçалăх министерствин бронза медалĕпе диплом, уйрăм предпринимателе — хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине Александр Филиппова «Лучшее свеклосеющее хозяйство России 2022 года» III степень Диплом, Марина Павловăна (экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумне — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕсен пайĕн начальникне) вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчи пархатарлă ĕçшĕн, Валерий Выйгетова («Прогресс» АХОри водителе), Вячеслав Мясникова («Рассвет» ЯХПКри тĕп инженера), Юрий Цветкова (хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине) агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Эдуард Волкова (Ленин ячĕллĕ ЯХПКри агронома), Алина Гавриловăна («Рассвет» ЯХПКри ĕне сăвакан оператора), Василий Данилова («АСК-Яльчики» ОООри инженера), Вениамин Лисицина («Сатурн» ЯХПкри механизатора), Людмила Перцевăна («Комбайн» ЯХПкри выльăх-чĕрлĕх пăхакана), Раил Самигуллина («Победа» ОООри тракториста), Юрий Сергеева («Яманчурино» ОООри тракторист-машиниста) Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Илья Теплова («АСК-Яльчики» ОООри тракториста) Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне парса хавхалантарчĕç.

Елчĕксем ĕçлĕ ăмăртура анчах мар, ырă ĕçсене хутшăнас енĕпе те пуçаруллă. Хальхи вăхăтри тăнăç мар лару-тăрура та округра пурăнакансемпе тĕрлĕ отрасльсене ертсе пыракансем айккинче тăрса юлмаççĕ. Вĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса Украинăри çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшу кỹрессипе те тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ. Уявра шăпах Суворов орденлă 58-мĕш пĕтĕмĕшле çар армийĕн Командованийĕн округри ертỹçĕсен ячĕпе палăртса çырнă Тав çырăвĕсене те пачĕç.

….Уяв кунĕнче Елчĕкре ял хуçалăх пасарне йĕркелесси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче те ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен йывăр тиевлĕ автомашинисем тул çутăлнă çĕрех Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕ çывăхне килсе чарăнчĕç. Ăна-кăна туянас кăмăллă çынсем те нумаййăн пулчĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code