Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене курса çỹремелли нумай

Ачасене курса çỹремелли нумай

ЧР вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров «Чăваш Ен туризмĕ» форумăн «Чăваш Ен — ачасен куçĕпе» сессийĕнче çапла палăртрĕ:

— Çамрăксем, аслисемпе танлаштарсан, çул çỹревсенче хăйсене урăхларах тытаççĕ. Курса çỹрессине вĕсем ĕçпе çыхăнтараççĕ. Калăпăр, ыр кăмăллăх ĕçне тăваççĕ е ют чĕлхе вĕренеççĕ. Паллă вырăнсенче ытларах пулаççĕ, интернетпа анлăрах усă кураççĕ. Çавна май укçа-тенкĕ ытларах тăкаклаççĕ. Апла пулин те çамрăк çул çỹревçĕсем çăмăллăхсемпе ытларах усă кураççĕ.

Çавăн пекех вăл экскурсисемпе тавра курăм маршручĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче йĕркеленине пĕлтерчĕ. Çул çỹревсем Чăваш Енĕн тĕп хулинчен кăна пуçланмаççĕ. Çамрăк туристсем Куславккапа Етĕрнерен тата Улатăртан та курса çỹреме тытăнаççĕ. Республикăри музейсемпе концерт залĕсенче шкул ачисем валли «Чĕрĕ уроксем» ирттереççĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ача-пăча туризмне аталантарасси паянхи кун çав тери пĕлтерĕшлĕ ыйту пулнине палăртрĕ. Туризм ачасене Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма вĕрентни каламасăрах паллă.

«Чĕрĕ уроксем» республикăра пуçланнă ĕнтĕ. 1-4 классенче вĕренекенсем хамăр пурăнакан регионпа паллашаççĕ. 5-8 классенче округра курса çỹрени, 9-11 классенче инçетри регионсене çула тухни питĕ вырăнлă.

Сессире ку енĕпе ытти регионта мĕнле ĕçленипе те паллашма май пулчĕ.

Л.ВЕКОВА,
Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнчи педагог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code