Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Смотр-конкурсра

Смотр-конкурсра

Районта çулсеренех «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурс иртет. Унта халăх пултарулăхĕн коллективĕсем хутшăнаççĕ.

Ял тăрăхĕсенче кăштах маларах пычĕ вăл. Иртнĕ кунсенче Елчĕксем те сцена çине тухнă.

Кăçалхи сумлă юбилейсене халалланă смотр-конкурса чи малтанах Елчĕкри искусство шкулĕн «Мерчен» ансамблĕ «Ночка луговая» юрăпа уçнă. Унтан пултарулăх шкулне çÿрекен воспитанниксем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. «Веселинки» ансамбль шăрантарнă «Солдатушки, браво ребятушки», гитаристсен ансамблĕн «Белая румба» юррисем куракансен кăмăлне çĕкленĕ. Елчĕк шкулĕнчи 6 кадет класĕнче вĕренекенсем те ăсталăхĕ пысăккипе палăрнă.

Централизациленĕ клуб тытăмĕ çумĕнчи «Аюшки», «Мини Бомбини» ансамбльсем, С.Барановпа Л.Плотникова дуэчĕ, «Сириус» театр студийĕн «В землянке» театрализациленĕ постановки концерта тата пуянлатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code