Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсем хутшăнаççĕ

Волонтерсем хутшăнаççĕ

Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртмелли Пĕтĕм Раççейри сасăлава хатĕрленсе çĕршыври «Волонтеры Конституции» общество корпусĕ йĕркеленĕ.

Волонтерсем Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртме пăхнă çĕрте информаципе çут ĕç кампанине хутшăнаççĕ.

«Волонтеры Конституции» корпуса лекес тесен мартăн 16-мĕшĕччен волонтерыконституции.рф сайта кĕрсе регистрациленмелле. Унта çырăннисем регионти суйлава кĕреççĕ тата вĕсене вĕрентеççĕ.

Сасăлав кунĕччен икĕ эрне маларах обществăлла вырăнсенче /суту-илÿ центрĕсенче, парксенче, аэропортсенче, чукун çул тата автовокзалсенче/ волонтерсен командисем информаци юписем вырнаçтараççĕ. Мĕнпур волонтера тивĕçлĕ экипировкăпа /футболка, сумка, блокнот тата ытти те/ тивĕçтереççĕ.

Районти 18 çултан пуçласа 35 çул тултарман çамрăксене «Волонтеры Конституции» общество корпусне регистрациленме чĕнетпĕр. Хăвăр пирки тĕплĕнрех yaltch_obrazov03@cap.ru электронлă адреспа ярса пама тата ыйтусем пулсан 2-59-12 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.

И.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code