Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ахаль ларма хăнăхман

Ахаль ларма хăнăхман

Çамрăкран ĕçре пиçĕхнĕ çын пенсие тухсан та пушă лараймасть.

Çакăн пек тăрăшуллă çемьесенчен пĕри – Элекçей Тимешри Иванпа Елизавета Ишмуратовсем. 34 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр килте пĕрре те ахаль лармасть. Çу кунĕсенче вĕсем пахчара, кил картинче тăрăшнисĕр пуçне хăйсене тепĕр киленĕç тупнă: брусчатка çапаççĕ. Хальлĕхе унпа картишне илем кÿнĕ. Ĕмĕтре – хапха умне сарасси. Иккĕшех килти ытти стройка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Хĕл кунĕсенче вара сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем йĕлтĕр çине тăраççĕ. Кăçал юр нумай çумарĕ пулсан та улăхра йĕлтĕр йĕрĕ аванах тăчĕ. Вырсарникун шкул ачисем те Елизавета Николаевнăпа Иван Петрович çумне хутшăнчĕç.

Килĕштерсе те тату пурăнакан мăшăр хуçалăхри кашни ĕçе пĕрле пурнăçлать. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере икĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ. Асли, Лена, çемйипе Мари Эл республикинче пурăнать. Кардиолог врач пулса тăрăшать. Таня Мускавра хăйĕн юратнă специальноçĕпе вăй хурать. Çывăхрах мар пулин те хĕрĕсем тăван киле манмаççĕ, уявсенче çемйисемпе ашшĕ-амăшĕн килне пуçтарăнаççĕ. Кукашшĕпе кукамăшне икĕ мăнукĕ çав тери юратаççĕ.

Ишмуратовсем – ĕç ветеранĕсем. Елизавета чылай çул тăван колхозра, унтан ялти кирпĕч заводĕнче шут ĕçĕнче, каярахпа Росгосстрахра агент пулса тăрăшнă. Иван кÿршĕ Пикапсел ялĕнче /Тутарстан/ ветеринари фельдшерĕнче чылай çул вăй хунă.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Ишмуратовсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code