Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ майсемпе усă курмалла

Тĕрлĕ майсемпе усă курмалла

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă делегаци иртнĕ кунсенче Краснодарта пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх таварне туса илекенсен форумне хутшăннă.

Унта çĕршывăн агропромышленность комплексĕн тĕрлĕ отраслĕн — ял хуçалăх культурисене туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, фермерсемпе кооперативсем, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность — аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтелсем» йĕркеленĕ. Ĕçлĕ калаçăва РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев хутшăннă. Вăл пирĕн çĕршывра усă куракан çĕр лаптăкĕсем географи тата климат тĕлĕшĕнчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ пулин те, ÿсен-тăран культурисенчен пысăк тухăç илме пултарнине, çакă вара çĕнĕ майсемпе малашлăха йĕркеленине палăртса каланă. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртни, унăн шучĕпе, кĕске хушăрах лайăх кăтарту тума пулăшмалла.

Форумра пĕчĕк хуçалăхсене аталантарасси çинчен те сăмах пынă. 2017 çулта, тĕслĕхрен, 3 пин ытла фермер 40 миллиард тенкĕ ытла, 2018 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне вара 2 пин фермер 10 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин тата Тăвай районĕнчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Сергей Илларионов «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин стратегийĕ: çитĕнÿсемпе 2018 çулхи тĕллевсем» секци ĕçне хутшăннă. Унта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçĕн хальхи тăрăмĕпе малашлăхĕ, Раççейри сĕт рынокĕнчи лару-тăру, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри селекципе генетика аталанăвĕ тата ытти ыйтăва тишкернĕ. Сĕт отраслĕнчи рынока йĕркелесе тăрасси пирки те çивĕч калаçу пулнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Ял хуçалăх культурисене туса илессин стратегийĕ: çитĕнÿсемпе 2018 çулхи тĕллевсем» секци ĕçне хутшăннă. Секци ыйтăвĕсене сÿтсе явма Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер, Комсомольскинчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code