Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă пурнăçпа

Социаллă пурнăçпа

экономика аталанăвĕн январь-август уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тишкерес пулсан çакă паллă: промышленность производствин индексĕ 92,2 процентпа танлашнă.

Июнь уйăхĕнчен тытăнса промышленность хăвачĕ ỹсме пуçлани палăрать. Çулталăк пуçланнăранпа тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 190,7 миллиард тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,6 процент пысăкрах.

Ял хуçалăхĕ аван ĕçлет — производство 5 процент хушăннă. Аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси ỹснĕ. Пухса кĕртнĕ тĕш тырă виçи вара иртнĕ çулхинчен 70 процент пысăкрах. Строительствăри кăтартусем те мăнаçланмалăх пур. Пурăнмалли 742 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи сакăр уйăхринчен 88 процент нумайрах. Асăннă кăтартура уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр калăпăшĕ пысăк — 490 пин тăваткал метр. Ку çулталăк каяллахинчен 6 хут пысăкрах.

Анчах та тулашри суту-илỹ калăпăшĕ пĕчĕкленнĕ. Çав шутра экспорт та — 25 процент пĕчĕкленнĕ, импорт 4,5 — процент. Паян экспортăн пысăк пайĕ (60 проценчĕ) Китая, Казахстана каякан продукци. Пирĕн экспортерсем çавăн пекех Польшăпа, Литвапа, Чехипе, ытти хăш-пĕр çĕршывпа ĕçлеççĕ.

Инфляци 10,1 процентпа танлашнă. Анчах ку — çулталăкăн малтанхи уйăхĕсен витĕмĕпе пулнă кăтарту. Каярах дефляци туртăмĕ те палăрнă. Ĕç укçине илес пулсан, уйăхри вăтам виçе 39,2 пин тенке çитнĕ. Финанс тата страховани сферисенче шалу уйрăмах лайăх. Ĕç укçин виçипе Шупашкар хули, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Красноармейски районĕсем малта.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code