Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Айăплисем явап тытĕç

Айăплисем явап тытĕç

Налук тỹлессинчен пăрăнма тем тĕрлĕ мелпе те усă куракан пур. Вĕсенчен пĕри — предприятисене ятарласа панкрута кăларни, суя парăм кăтартни. Пĕр тĕслĕхре, сăмахран, ултавçăсем панкрут предприятирен çук парăма ыйтнă. Çийĕнчен унăн 120 миллион тенкĕлĕх пурлăхне ярса илесшĕн пулнă. Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Тепĕр тĕслĕхре предприяти подрядчикпа 30 миллион тенкĕлĕх килĕшỹсем тунă. Ĕçне пурнăçламан, анчах подрядчик ĕçленĕ пек кăтартса çав укçана шыраса илме суда тавăç тăратнă.

Регион проекчĕсене, наци проекчĕсен тытăмне кĕрекенскерсене, пурнăçланă чухне саккуна пăсасран асăрханмалла, коррупци тĕслĕхĕсенчен сыхланмалла. Нацпроектсем валли пăхнă тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи республикăра 77 миллиард тенкĕпе танлашать. Хальлĕхе çак укçан 56 проценчĕпе усă курнă. Шел те, асăннă укçапа тирпейсĕр усă курнă тĕслĕхсем те çук мар. Йĕркене пăснин 44 миллион тенкĕлĕх тĕслĕхĕсене тăрă шыв çине кăларнине çирĕплетнĕ. Çав шутра — Куславкка хулинче парка хăтлăлатма укçа уйăрнипе çыхăннă ĕç-пуç.

Е тата шкулсенче «Ỹсĕм вырăнĕ» центрсем валли оборудовани туянни. Тем те туяннă — квадрокоптертан пуçласа ноутбуксем таран, анчах хăш-пĕр çĕрте вĕсемпе усă курмаççĕ те иккен. Ноутбуксене хута ярса та пăхман. Паллах, ку тĕслĕхсемпе çырлахма юрамасть — должноçри çынсен явап тытма тивĕ.

Елена ЯКОВЛЕВА,
республикăри тĕрĕслевпе шутлав палатин ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code