Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл ĕçченне – парне

Тыл ĕçченне – парне

Чăваш Енри «ГАЗ-21 Ретро» клуб ретро-техникăн сайра йышши коллекцине пухса çĕнетессипе тимлет. Клуб членĕсем тăрăшнипе тĕрлĕ вăхăтри классикăлла çăмăл автомобильсем, мотоциклсем, ытти тĕрлĕ техника çĕнĕ сăн илеççĕ.

Клубăн хастар членĕ – Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Юрий Миллин çакăн евĕр техникăна пухассипе 2013 çултанпа тимлет.

Клуб хастарĕсем çамрăксен патриотизм туйăмне аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче вĕсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне сума суса Лаш Таяпари Ольга Мижерова тыл ĕçченĕн килĕнче пулнă, кинемине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче ырми-канми ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн парнесемпе хавхалантарнă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: О.Мижерова тыл ĕçченне саламланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code