Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куллен тимлени кирлĕ

Куллен тимлени кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

Канашлура хальхинче те юр тасатнипе çыхăннă проблемăсем çиелте пулчĕç. «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество ĕçченĕсем хăйсене çирĕплетсе панă çулсене вăхăтлă тасатса тăраççĕ-ха. Хăш-пĕр ялсенче вара, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшÿ тунă пулсан та, кăткăсрах. Уйрăмах пĕчĕк урамсене тасатманни е автомашинăсем çавăрăнма çукки хăйне евĕр йывăрлăх кăларса тăратать. Кун пек чухне васкавлă ĕç-пуç сиксе тухсан; Çитменлĕхсем пуртанах пулĕ, Леонард Васильевич администрацине ялсенчен час-часах шăнкăравсем пулнине пĕлтерчĕ.

Хăш-пĕр çĕрте вара картишĕнчи юра автомашинăсем çÿрекен çул хĕррине тăкма та именмеççĕ. Хыртарса каяççĕ те, каллех юр куписем çĕкленеççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Елчĕкри Октябрь тата Совет урамĕсенче пурăнакансем «тăрăшуллă».

Юр тăтăшах çусан коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли лаптăксене тасатса тăрасси те хутшăнать. Контейнерсем нумаях мар ялсенче, вĕсене пăхса тăма ятарлă çынсене уйăрсан вырăнлă мар-и;

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче налук ыйтăвне хускатнăччĕ. Хальхинче хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кĕскен отчет турĕç ку тĕлĕшпе. Саккунпа килĕшÿллĕн кашниех кирек мĕнле налука та вăхăтра тÿлеме тивĕç. Районти ялсенче уйрăмах пурлăх налукĕ пуçтарасси йывăрлăхпа пырать. Хăшĕ-пĕрин патшалăх умĕнчи парăмĕ 1 миллионтан та иртсе кайнă. Уйрăмах Елчĕк ял тăрăхĕнче ытларах саккуна хирĕç пыракансем. Апла пулсан парăмсене саккуна шута илсех шыраса илмелле-тĕр. Хăçанччен тăсăлма пултарать çак йĕркесĕрлĕх; Кашни çулах пĕрисем…

Паллă ентешсен çулталăкне халалланă мероприятисем пирки те калаçу пычĕ. Райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева хăйсем ертсе пыракан тытăмра ирттернĕ, çавăн пекех малашне йĕркелеме палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Сахал мар вĕсем: аллейăсене тирпейлесси, выставкăсем йĕркелесси, спорт турнирĕсем ирттересси, видеороликсем хатĕрлесси…

Анчах Леонард Васильевич хăйĕн кăмăлсăрлăхне пытармарĕ:

– Кусене ытти чухне те ирттеретĕр эсир. Темĕн те пĕр кирлĕ мар, ятарлă 3-4 мероприяти кăна, анчах ĕмĕр асра юлмалăх пултăр.

Чылай ялта Раççей шайĕнче тава тивĕçлĕ ят илнисем, нумай орден кавалерĕсем, тĕрлĕ сферăра пысăк пултарулăхпа палăрнисем сахал мар. Вĕсемпе çыхăнтарсан вырăнлă-тăр мероприятисене. Сумлăхпа çыхăнтарни кирлĕ ытларах.

Ертÿçĕ кашни шкултах музей пулма кирлине те палăртрĕ. Халĕ пушă пÿлĕмсем çителĕклех, уйрăм стенд çеç мар, ятарлă музей мухтавлă ентешсем пирки те мĕншĕн йĕркелес мар;

Юлашки вăхăтра республикăра ачасен клубĕсене йĕркелессине питĕ тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Унччентерех Аслă Пăла Тимешĕнчи «Юман» /ертÿçи – Александр Портнов/, Кĕçĕн Таяпари «ЯрМаТ» /Михаил Скворцов/, Кавалти «Олимп» /Юрий Алексеев/ клубсем аван ĕçлетчĕç. Çакнашкал пĕрлешÿсен тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен уроксем хыççăнхи пушă вăхăтне спорт е ытти занятисем урлă усăллă ирттерме пулăшасси. Эппин, шкул коллективĕсемшĕн пăр тапранчĕ…

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code