Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > BI-тытăм – эффективлă мел

BI-тытăм – эффективлă мел

Раççейре статистика халăхшăн уçăмлăрах пулса пырать. Çĕнĕ йышăнусемпе умри тĕллевсем пирки Раççей Правительствин, Шут палатин, Казначействăн тата Статистикăн ĕçченĕсем «Известия» центрта «Раççейри уçă кăтартусем. Çĕнĕ чĕнÿсем тата задачăсем» темăпа иртнĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ.

Кăтартусен уçăмлăхĕ вăл – ведомствăсене цифра çине куçарнин пĕр пайĕ. Çавнашкал информацисен шучĕ ÿссех пырать. Анчах интернетпа усă куракансене тата бизнеса вĕсене тупма çăмăл мар. Çавна май, пирĕн тĕп тĕллев – информацие уçăмлатмалли лайăх мелсем тупса ĕçе кĕртесси, ун пирки çынсен шухăшне пĕлесси тата уçă кăтартусем çине таянса çĕнĕ сервиссем хута ярасси», – тенĕ Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин Департамент директорĕ Василий Пушкин.

Статистика информаципе çынсем усă курма пултарччăр тата вăл вĕсене ăнланмалла пултăр тесе тăрăшать, çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕртет: кăтартусене машинăсем вуламалла тунисĕр пуçне курăмлă формат – BI-тытăм – хута янă. Ку вара кăтартусен ятарлă витрини пулса тăрать. Статистика информацийĕсен уçăмлăхĕпе унпа ĕçлемелли çĕнĕ майсен яр уçă тĕслĕхĕ вăл – Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕнче вырăнта пуçтаракан информацисене çав BI-витрина çине тÿрех вырнаçтарни. Ку вара Раççей статистикин тĕп проекчĕсенчен пĕри. Çырава цифра çине куçарни кăтартусене хăвăртрах тивĕçлĕ çĕре çитерме май парать. Çавăн пекех, вĕсене сăнаса тăма, тĕрĕс пулнине курма пулăшать. Пичетленĕ пĕтĕмлетÿсем тăрăх вара правительство, бизнес тата общество тивĕçлĕ йышăнусем тăвĕç.

«Маларах статистика патшалăх валли кăна ĕçленĕ. Пĕтĕм кăтартусене халăха пĕлтермен, хăш-пĕр цифрăсемпе кăна паллаштарнă. Халĕ лару-тăру тĕпрен улшăнать. 2020 çулхи çырав валли ятарлă интернет-ресурс тăваççĕ. Унта пĕтĕм кăтартусене ăнланмалла пичетлеççĕ. Унсăр пуçне, эпир пĕрремĕш хут кăтартусене çав информаци витрини çине вырнаçтаратпăр. Экспертсем вĕсене хăйсем шутласа тĕпчеме пултараççĕ», – тенĕ Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков.

Çулталăк вĕçлениччен Раççейри 20 регионăн 100 кăтартăвне пичетлеме палăртнă – муниципаллă районсемпе хула округĕсен электронлă паспорчĕсене.

Çĕршывра кăтартусем, çав шутра Статистикăн та, малтанхинчен уçăмлăрах пулнине Шут палати те палăртнă. 2020 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Статистикăн федераллă патшалăх служби уçă ведомствăсен рейтингĕнче чи пысăк паллăна тивĕçнĕ, малтисен ретне тухнă. Палата эксперчĕсем унта кăтартусене уçăмлăрах тăвас енĕпе ĕçе самаях çĕнетсе улăштарнине палăртнă.

Раççей статистики çитес çыравра уйрăм çын пирки кăтартусем пуçтарманнине аса илтерет, пĕтĕмĕшле информацие кăна пичетлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code