Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕп ыйтусенчен пĕри

Тĕп ыйтусенчен пĕри

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен пуçлăхĕ:

«Юлашки 5 çулта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн отрасльне 145 млрд тенкĕ ытла хывнă. Мобильлĕ медкомплекссем, çĕнĕ оборудовани, автомобильсем туяннă. Васкавлă пулăшу машинисен автопаркне çĕнетнĕ, Çĕрпỹре тата Çĕнĕ Шупашкарта ăшă гаражсем хута янă. Социаллă тỹлев тĕрев панипе 1 пин ытла специалист ĕçе вырнаçнă. Умра — çĕнĕ тĕллевсем: республикăри клиника больницин инфекци корпусĕн строительстви тата «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе хĕрарăмсем валли 9 консультаци уçасси».

Раççей наци проекчĕсем юлашки вунă çуллăхсенче пирĕн пурнăçа çирĕппĕн кĕчĕç. Вĕсем халăх пурнăçĕн шайне ỹстересси, тĕрлĕ сфера аталанăвĕ çине пысăк витĕм кỹни пирки иккĕленỹ çук. Сывлăх сыхлавĕн наци проекчĕсем çинчен Елчĕк округĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕпе Алина Геннадьевна ВАСИЛЬЕВĂПА сăмах пуçартăмăр.

— Сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем — çĕршыври пĕлтерĕшлĕ тата тĕп ыйтусенчен пĕри. Вĕсене ăнăçлă татса пынă май медицина ĕçченĕсен ĕçĕ тухăçлăрах пулса пырать, халăха пулăшу парас ĕçсен пахалăхĕ лайăхланать, клиникăсем хальхи йышши оборудованипе, ятарлă техникăпа пуянланаççĕ. Санавиаци аталаннине кура инçетри тата çитме йывăр вырăнсенчи çынсен те квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме май пур. Пĕлтĕр вĕçленнĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетнине уйрăммăн палăртмалла тесе шутлатăп. Унпа килĕшỹллĕн регионсенче çĕнĕ акушерпа фельдшер пункчĕсем, тухтăр амбулаторийĕсем уçăлчĕç. Пирĕн округа илес пулсан юлашки çулсенче çĕнĕ йышши 4 ФАП хута янă. 23 ФАПран 16-шне çĕнетнĕ. 2020 çулта районти тĕп больницăна тĕпрен юсанă, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. 2022 çулта Патреккел тата Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи тухтăр амбулаторийĕсене юсанă. 2023 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче тухтăр амбулаторийĕ тунă. Пĕлтĕр — Аслă Таяпа ялĕнче. Кăçал хăтлă амбулаторире çынсене йышăнма пуçланă. Юлашки пилĕк çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тума тата тĕпрен юсама 132,5 миллион тенкĕ уйăрнă. «Земство тухтăрĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа сыватмăша 25 специалист килнĕ. Районти тĕп больницăна çамрăк специалистсене явăçтарас тĕллевпе кашни çулах абитуриентсемпе тĕллевлĕ килĕшỹсем хатĕрленине те палăртмалла.

Медицина пулăшăвĕ пахалăхлă пултăр тесе медицина учрежденийĕсенче пĕрлехи цифра контурĕ йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕсен автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсене информаци тытăмĕсемпе çыхăнтарнă. Çынсем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче харпăр хăй кабинетĕнче тухтăр патне çырăнма та, каярах йышăнупа тĕпчевсен, консультаци протоколĕсемпе паллашма та пултараççĕ.

— 2025 çулхи январь уйăхĕнчен çĕршывра сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ наци проекчĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарар-ха вулакансене.

— Кăçал эпир «Çемье», «Вăрăм тата активлă пурнăç», «Сывлăха сыхламалли çĕнĕ технологисем» наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлĕпĕр.

«Вăрăм тата активлă пурнăç» наци проекчĕ çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатса 2030 çул тĕлне вăтам ĕмĕр тăршшĕне 78 çулччен, 2036 çул тĕлне 81 çулччен çитерме пулăшмалла. Поликлиникăсене, тухтăр амбулаторийĕсемпе ФАПсене çĕнетесси, вĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Чир-чĕре вăхăтра тупса палăртса ăнăçлă сиплеме çĕнĕ мелсемпе усă курасси малалла тăсăлĕ. Кашни пациент сывлăхне уйрăммăн шута илсе отрасле цифрăлани сиплев ĕçĕнче пысăк пулăшу кỹрĕ, çынсен ĕмĕр тăршшĕне ỹстерĕ.

«Çемье» наци проектне «Демографи» проектăн анлă версийĕ теме те пулать. Проектăн тĕп тĕллевĕ — амăшĕсемпе ачалăха сыхламалли комплекслă программăна пурнăçа кĕртесси, ача-пăчаллă çемьесене пулăшасси, çемьесен пурнăç пахалăхне лайăхлатса çуратаслăха ỹстересси. Округра пурăнакан репродуктивлă ỹсĕмри хĕрарăмсемпе арçынсем диспансеризацире вĕсене уйрăм тимлĕх уйăрса сывлăхне тĕпченине асăрхарĕçех пулĕ ĕнтĕ.

«Сывлăха сыхламалли çĕнĕ технологисем» наци проекчĕ çĕнĕ препаратсемпе биомедицина технологийĕсене ĕçе кĕртессипе, дистанциллĕ диагностика мелне аталантарассипе, медицинăра искусственнăй интеллектпа усă курассипе ĕçлĕ. Чирсен профилактикине çирĕплетесси, тĕрлĕ ученăйсем пĕр-пĕринпе хутшăнса, çыхăнса ĕçлесси те çак проекта кĕрет.

— Çав вăхăтрах çыннăн сывлăхĕ хăйĕнчен те нумай килет…

— Çапла. Çыннăн сывлăхĕ медицинăран кăна мар, ытларах та çын мĕнле пурнăç йĕркине тытса пынинчен, апатланăвĕнчен, хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туйнинчен килет. Яваплăх пирки аса илтĕмĕр пулсан, мĕншĕн-ха пурин те — вăраха кайнă чирсем пуррисен те, хăйсене сывă туякансен те — вăхăтра диспансеризаци витĕр тухмалла мар? Ăна наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ахальтен мар ятарласа тỹлевсĕр обязательнăй медицина страхлавĕн тытăмне кĕртнĕ. Шăпах диспансеризаци вăхăтĕнче çыннăн сывлăхĕн лару-тăрăвĕн пĕтĕмĕшле ỹкерчĕкне курма, нумайăшĕн палăрман чирĕсене тупма, вĕсене малалла аталанма памасăр профилактика мерисем йышăнма май пур. Хăрушлăх факторĕсене пĕрремĕш хут тупса палăртсан(тĕслĕхрен, артери пусăмĕ, холестерин тата глюкоза шайĕ пысăк пулни) вĕсене вăхăтлă тĕрĕс сиплев парса чир аталанассинчен хăтарас шанăç пысăк.

Юлашкинчен çакна пусăмлатса калас килет: хамăрăн сывлăх хамăр алăра пулнине асрах тытар. Ăна вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăрар. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнар. Çапла тума пире Раççей, регион шайĕнче йышăннă наци проекчĕсем пулăшса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code