Харпăр хăйĕн сывлăхĕ, сывă пурнăç йĕрки çине тимлĕх уйăрни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ака уйăхĕнчи Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă мероприятисене медработниксемпе пĕрле округри библиотекăсен, культура, вĕрентỹ ĕçченĕсем те активлă хутшăнса нумай çынна явăçтарнă.
Елчĕкри тĕп библиотекăн пĕрлештернĕ тытăмĕн ĕçченĕсем Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта пулса «Сывлăх хумĕ çинче» ятпа сывлăх сехечĕ ирттернĕ. Вăйă формачĕпе ирттернĕ калаçура ачасем улма-çырлапа пахча çимĕç, ешĕл курăксен, тĕрĕс апатланăвăн, гигиена, физкультурăпа спортăн, сывă пурнăç йĕркин паха енĕсемпе паллашнă. Çак темăсемпех Курнавăшри культура çуртĕнче те «Сывă пурнăç рецепчĕ» ятпа халăх хушшинче калаçу иртнĕ. Унта ялти ФАП фельдшерне О.Егоровăна чĕннĕ. Библиотека ертỹçи Р.Горшкова тĕрĕс апатлану, халăх медицини, сиплев массажĕ çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарнă. Яманчỹрел библиотекинчи «Хальхипе пурăнатăп — малашлăх пирки шухăшлатăп» мероприятире Т.Рахмуллина фельдшер киревсĕр йăласен сиенĕ, хускану активлăхĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулни çине тимлĕх уйăрнă, буклетсем валеçсе панă. Библиотекарь пуçтарăннисем валли «Ырă сывлăх вăрттăнлăхĕсем» кĕнекесен куравĕ хатĕрленĕ. Аслă Пăла Тимешри Н.Викторова библиотекарьпе В.Алексеева медицина ĕçченĕ ачасемпе «Мойдодыр пĕлтерме тивĕç» библиотерапи сехечĕ йĕркеленĕ. Юмахпа паллашнисĕр пуçне ачасем «Тасалăх пулăшуçисем» вăйăра, гигиенăпа çыхăннă тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыраса, «Эпĕ спортпа туслă» викторина ыйтăвĕсем çине хуравласа хăйсене тĕрĕсленĕ. Хăвăлçырма библиотекин ĕçченĕ З.Михеева тата Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта физкультура предметне вĕрентекен О.Осипов кĕçĕн классемпе «Эпĕ сывă пурнăç йĕркишĕн» мастер-класс ирттернĕ. Профилактика калаçăвĕ хыççăн ачасем кун режимĕ, витаминсен пĕлтерĕшĕ пирки ыйтусем çине хуравланă. Патреккелĕнчи тата Аслă Елчĕкри библиотекăсенче «Ахаль çеç пурăнма мар, сывлăхлă пулма» сĕнỹ-калаçу иртнĕ. Аслă Елчĕксем сывлăх çине хавас та ырă кăмăл-туйăм, юратнă ĕç, хобби пурри, киревсĕр пулăмсем çине тĕрĕс куçпа пăхма пĕлни те витĕм кỹни пирки калаçу пуçарнă, Патреккелсем аслă ăру çыннисен сывă пурнăç никĕсĕ çине тимлĕх уйăрнă: канупа ĕç режимне пĕлсе йĕркелени, шайлашуллă апатланни, çителĕклĕ хусканусем туни, сиенлĕ йăласенчен пăрăнни…

