Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи пултаруллисене чысланă

Чи пултаруллисене чысланă

Ĕнер кăнтăрла иртсен çурхи çумăрлă çанталăка пăхмасăр çĕнетсе илемлетнĕ Елчĕкри искусство шкулне чĕрĕ чечексемпе парнесем йăтнă педагогсем ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнчĕç.

– Мĕнле уяв-ши вĕрентекенсен? Паян календарь çинче педагогсемпе çыхăннă праçник пулнине те палăртманччĕ-çке? – тесе шухăшласа утрĕ пулĕ иртен-çÿрен.

Сăлтавĕ вара пысăк пĕлтерĕшлĕ те савăнăçлă: педагогсен районти конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чыслаççĕ.

Кирек камăн та пурнăç çулĕ ачалăх сукмакĕнчен пуçланать.

Ача сачĕ – пĕчĕк çыннăн чи пĕрремĕш коллективĕ. Кунта ăш пиллĕ воспитательсем ăна аталанма, пысăк та вăйлă, çирĕп ăс-тăнлă, харсăр… пулма пулăшаççĕ. Кăçалхи «Çулталăкри воспитатель» конкурса 11-ĕн хутшăннă. Çивĕч те хĕрÿ ăмăртура Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи Оксана Круглова çĕнтернĕ. Лауреатсен йышĕнче – Курнавăшри Венера Кудряшовăпа «Солнышко» ача садĕнчи Елена Куприянова.

Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Ираида Васильева саламларĕ, мала тухнă воспитательсене дипломсем парса чыс турĕ.

Шкул… Ачалăхăн ытарайми те асамлă, пĕлÿ тата çĕнĕ пуçарусен, илемлĕх тата ăслăлăх тĕнчи. Шкул – нихçан асран тухман иккĕмĕш кил. Çак пысăк, ачасен янăравлă сассипе кĕрлесе тăракан çурта чун-чĕре хушнипе ĕçлеме килеççĕ те педагогсем – тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă вĕренекенĕсенчен уйрăлаймаççĕ. Вĕсемех тарăн пĕлÿ, çирĕп воспитани панипе пĕрлех ачасен куççулĕсене шăлса илеççĕ, лăплантараççĕ, ырă сĕнÿ-канаш парса пурнăçăн анлă çулне алăран çавăтса ăсатса яраççĕ. Камсем тетĕр эсир вĕсене; Паллах, ытарайми класс ертÿçисем, иккĕмĕш атте-аннесем, чăн-чăн, чи шанчăклă юлташсем… Ахальтен мар «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурс çулсеренех çÿллĕ шайра иртет. Чи-чи маттуррине суйласа илме те çăмăл мар ку чухне. Çапах пĕтĕм тĕрĕслев витĕр тухса, тарăн пĕлÿ кăтартса, çĕнĕ методикăсене парăнтарса Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕнчи 11 класс ертÿçи Леонилла Пупина мала тухнă. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкулти 10 класс ертÿçи Надежда Хушкинăпа Елчĕкри вăтам шкулти 3 класс ертÿçи Ирина Идутова призерсен йышне кĕнĕ.

Вĕрентекен профессийĕ сăваплă та калама çук йывăр. Тĕрлĕ ырă енсемпе пĕрлех унăн чи паллă кăмăл уйрăмлăхĕ – хăй ĕçĕнче пайта шыраманни. Пĕр сăмахпа каласан, наградăшăн тата чапшăн çунманни. Куллен шкула утать вĕрентекен: ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех Тăван çĕршыва, çынсене юратма вĕрентет. Çав вăхăтрах шкул кабинетĕнче ларнипе кăна çырлахмасть, тавра курăмне малалла аталантарса пĕлĕвне ÿстерет, унтан хăйĕн ăсталăхне тишкерсе малалла талпăнать, хăй мĕнле пултарнине кăтартать, ĕçтешĕсен пуян опытне ăса хывать. Шăпах учителĕн ăсталăхне кăтартмалли меллĕ пулăм – «Çулталăкри вĕрентекен» конкурс. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ педагогсем хăйсем профессионал пулнине çирĕплетеççĕ. Елчĕкри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Журавлеван пултарулăхĕ чăннипех пысăк шайра. Çĕнĕ Пăвари Тамара Быкова математик, Патреккелĕнчи, Курнавăшри пуçламăш классен учителĕсем Алина Кудряшовăпа Феонилла Порфирьева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен Нина Левая – конкурс лауреачĕсем.

Палăртма кăмăллă: республикăри «Чăваш Енри çулталăкри социаллă педагог» конкурсра Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Мария Кузьмина хутшăннă, вăл Чăваш Енри чи лайăх пилĕк социаллă педагог йышне кĕрсе лауреат пулса тăнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, конкурссене хутшăннă кашни педагога хăйсен, шкулăн чысне хÿтĕлесе ăсталăх туптанăшăн тав турĕ, районта мала тухнисене Елчĕк чысне республикăра хÿтĕлеме ăнăçу сунчĕ.

Професси конкурсĕсенче çĕнтернисен ячĕпе Марина Журавлева сăмах илчĕ. Вăл ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси хамăртан кăна килнине палăртрĕ.

Тăрăшуллă педагогсене вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн ертÿçи Сергей Скворцов, коллективсем, тус-юлташĕсем парнесемпе, чĕрĕ чечексемпе чысласан хисепе тивĕçнисен сăн-пичĕ тата çуталчĕ. Юратнă ĕçре чуна парса вăй хунине хисепе хурсан ĕçлес хастарлăх тата ÿсесси куç кĕрет.

Уява пухăннисен чун-чĕрине Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен юрри-ташши савăклăх кÿчĕ.

Кунтах вĕренÿре, ĕçре курăмлă кăтартусемпе палăрнисене ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕн свидетельствине парса чысларĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code