Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун ыйтнă ĕç савăнăç кÿрет

Чун ыйтнă ĕç савăнăç кÿрет

Шуршу ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Такмакова уйрăм предприниматель хăйĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне обществăлла апатлану тытăмĕнче тĕрĕслет. Çирĕп кăмăлĕпе теветкеллĕхне кура виçĕ çула яхăн каялла вăл «Була» кафене арендăна илнĕ. Унтанпа нумаях вăхăт иртмен пулин те районта пурăнакансемпе хăнасем кунта тутлă апат – хăйне евĕрлĕ блюдăсем хатĕрленине пĕлеççĕ.

…Надежда вара мĕн ачаран апат пĕçерме ăста, çак туртăм унăн чунĕнче, юнĕнче пулинех.

– Пирĕн атте те, Николай Иванович, ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул комбайнерта ĕçлесе ят-сума тивĕçнĕскер, апат пĕçерме пит ăста пулнине ялта пурте пĕлеççĕ. Хăнăхнă йăлине халĕ те пăрахмасть – тăтăш тĕпел кукринче тăрмашать. Вăл çак ĕçпе епле киленнине тата ăна епле юратса пурнăçланине курса эпир чăннипе савăнатпăр, – тет вăл.

Уйрăмах тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра, тĕттĕм пуличчен те хиртен таврăнман ашшĕпе амăшне /Олимпиада Петровна кашни çул мăшăрĕпе юнашар, комбайнера пулăшакан пулса вăй хунă/ хĕрĕсем пĕринчен тепри /вĕсем 5 хĕр ача çуратса ÿстернĕ/ çаврăнăçуллă пулни, вĕсем килти хуçалăхри кирек хăш ĕçе те хăйсем тĕллĕнех тĕм тĕкĕр пурнăçлама ĕлкĕрсе тăни вĕсене епле хавхалантарнă-тăр. Надежда ачаранпах апат пĕçерес ĕçе килĕштернĕ. Вăл ун чухнех хăйне чăн-чăн повар пек тытма тăрăшнине пытармасть. Çÿç-пуçĕ сапаланасран пуçне шурă косынка çыхса плита умĕнче тăни, тин пиçнĕ какай шÿрпипе улма нимĕрне бидон-кастрюле тултарса ăна ашшĕпе амăшĕ патне куллен хире леçнине епле асран кăларăн;

Тĕплĕн шухăшлама пĕлекен – «çиччĕ виçсе пĕрре касакан» Надежда Николаевна хăйĕн ĕçне йĕркеличчен Елчĕкри çăкăр заводĕнче, ун хыççăн «Мечта», «Спорт-бар» кафесенче администратор, хальхи вăхăтра хăй арендăра усă куракан «Була» кафере бармен, повар пулса ĕçленĕ.

Халĕ вара вĕсем кунта хăйсен çемье бизнесне йĕркелесе пыраççĕ. Унăн тĕп пулăшаканĕсем: Ольга йăмăкĕ, вăл – повар, ывăлĕ – Николай бармен тивĕçĕсене пурнăçлать. Паллах, Надежда хăй те ялан кухньăра. Меню пуян та тулли, апачĕ калама çук тутлă. Нумайăшĕ Кавказ кухнинчи апатсене – Бос-Баш, харчо, лагман… кăмăллать. Вĕсем «Булари» фирма апачĕсем шутланаççĕ. Иккĕмĕш блюдăсене, ролл, пицца кăмăллакансене Елчĕк тăрăх хăйсен транспорчĕпе киле леçсе парассине те йĕркеленĕ – питех те меллĕ. Тархасшăн, кирек хăш вăхăтра та техĕмлĕ – сăмсана кăтăклакан ырă шăршăллă шашлăк, калагач та пĕçерсе çитерме пултараççĕ. Саккасĕ пултăр анчах. Кафе çĕрлехи 11 сехетченех ĕçлени те çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме май парать. Сăмах май, хальхи Аслă типĕ вăхăтĕнче çусăр апат пĕçерни те çынсемшĕн меллĕ.

Апат тутлă пиçесси продукт пахалăхĕнчен нумай килет. Ялан апатланма çÿрекенсем пĕлеççĕ, кунта вĕсене паха продуктсенчен хатĕрленĕ апат анчах сĕнеççĕ, çав вăхăтрах вĕсен хакĕсем те ытлашши «çыртмаççĕ». Çын кăмăлне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшакан, апат пĕçерес ĕçе чунне панă Надежда хăй умне малтанхи кунран тытăнсах çирĕп тĕллев лартнă: блюдăсене хатĕрленĕ чухне таса ашпа анчах усă курмалла, çурма фабрикатсем уншăн вуçех ют шутланаççĕ.

– Шашлăк, калагач пĕçернĕ чухне тин пусса тирпейленĕ ашпа анчах усă куратпăр. Ăна Андрей Сорокинăн Елчĕкри «Мясорубка» лавккинчен, ытти чухне те шанчăклă алăран анчах туянатпăр, – тет уйрăм предприниматель.

«Була» кафе ялан çын хĕвĕшекен вырăнта, çул хĕрринче вырнаçнăран та пулĕ, çын татăлма пĕлмест унтан. Район центрĕнчи предприяти-организацире ĕçлекенсем нумай чухне кăнтăрлахи апата та кунта килме тăрăшаççĕ. Уявсенче е пĕр-пĕр паллă кун тăвансемпе, юлташсемпе, ĕçтешсемпе тĕл пулас текенсем, сĕтелсене темиçе сехетлĕх йышăнакансем нумаййăн. Залри хăтлăх та çынсен кăмăлне тивĕçтерет. Пысăк залсăр пуçне банкет пÿлĕмĕ те пур. Вĕсенче илемлĕ сĕтел пукан, çемçе дивансем вырнаçтарнă. Хĕрÿ иртнĕ кун хыççăн куçа кантаракан тĕрлĕ çутăсем айĕнче васкамасăр апатланма аван, çепĕç кĕвĕ-çемĕ чуна кантарать.

Уйрăм предприниматель нихăш ĕçе те ячĕшĕн пурнăçлама хăнăхман. Кафе çывăхĕнче çитĕнекен симĕс чăрăшсене Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ вăхăтра капăрлатассинче те кашни çул пуçарулăх кăтартать. Сăмах май, предприятисемпе организацисен, офиссен, суту-илÿ çурчĕсемпе культура учрежденисен умĕсенче Çĕнĕ çул умĕн капăрлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти конкурсра кăçал та Надежда Такмакован тăрăшулăхне тивĕçлипе хакланă….

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай, Ольга, Надежда чун ыйтнă, юратнă ĕçре кун иртнине сисмеççĕ. Вĕсем апатланма пыракансене тараватлă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, ăсатаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code