Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă хаçат

Юратнă хаçат

«Елчĕк ен» пирĕн çемьешĕн юратнă хаçат. Ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, пĕтĕм кăларăма тĕплĕн вуласа тишкеретпĕр.

Журналистсем, ялкорсем пурнăçри пулăмсене, ыйтусене уççăн, тепĕр чухне чуна пырса тивмелле хускатаççĕ. Ят-сум çĕнсе илнисемшĕн, тĕрлĕ конкурсра çĕнтернисемшĕн питĕ хĕпĕртетпĕр. Педагогсемпе, наставниксемпе çыхăннă материал та чылай пулчĕ кăçал. Манăн шухăш-кăмăлăм пур пĕрех уйрăм тематика енче: культура, патриотизм, вĕренỹ, спорт хыпарĕсемпе ытларах кăсăкланатăп.

«Елчĕк ен» хаçата 2024 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн çырăнтарасси вĕçленсе пырать. Округ пурнăçне пĕлсе тăрас тесен кирлех вăл.

Людмила ЕНЕДЕРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code