Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Герой мăнукĕ — тĕп спонсор

Герой мăнукĕ — тĕп спонсор

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен округри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Çирĕм ытла ỹсĕмри тата категорири 129 атлет 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă кире пуканĕсене йăтса вăй виçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене, çĕнĕ ятсене, палăртсах хăварар. Вĕсем: Даниил Купташкинпа Алиса Пупина (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Савелий Сайкинпа Дарья Теллина, Анжела Уткинăпа Валентина Сапожникова, Карина Павлова (Елчĕк), Егор Андреев, Елизавета Ивановăпа Александр Иванов (Курнавăш), Кирилл Убасев (Аслă Елчĕк). Çитĕннисенчен Кирилл Макаров тата округри паллă йĕлтĕрçĕсемпе çăмăл атлетсем — Борис Головинпа (Кĕçĕн Таяпа), Алексей Тихонов (Тăрăм). Пьедестал çине хăпарнă пĕтĕм пултаруллă йыша медальсемпе, дипломсемпе чысланă. Чи çамрăккисем — Çĕнĕ Пăвари 9 çулхи Аделина Федоровăпа Елчĕкри Станислав Чапуркин тата çулпа чи аслă спорт ветеранĕ Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа) ятарлă кубоксене тивĕçнĕ.

Асăннă турнир территори пайĕсен спартакиади шучĕпе те иртнĕ. Анчах унта Лаш Таяпаран, Аслă Пăла Тимешрен, Çирĕклĕ Шăхальтен, Аслă Таяпаран пĕр çын та тăратман. Хутшăннисенчен малтисен йышĕнче вара — Кĕçĕн Таяпасем, Елчĕксем, Тăрăмсем.

Çулленхи ăмăртăвăн тĕп спонсорĕ — Геройăн Санкт-Петербургра пурăнакан мăнукĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Беляев. Вăл спортсменсемпе йĕркелỹçĕсен ячĕпе телеграмма та янă:

«Эпир несĕлсен паттăрлăхне манмастпăр, мухтавлă традицисене малалла тăсатпăр. Паян Елчĕк округĕн, Чăваш Енĕн хỹтĕлевçисем ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Пуç таятпăр вĕсен умĕнче. Ялан пĕрлĕхре пулни çĕнтерĕве те çывхартма пулăшĕ. Çакна манăн асатте — А.Ф.Беляев Герой ячĕпе йĕркелекен ăмăрту çирĕп йăлана кĕни те уççăн кăтартать.

Тăванăма асра тытнăшăн округ халăхне, округ ертỹлĕхне тав тăватăп, ăнăçу сунатăп».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code