Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх малашлăхшăн сасăларĕ

Халăх малашлăхшăн сасăларĕ

Обществăпа политика пулăмĕ хыçа юлчĕ — мартăн 15-17-мĕшĕсенче çĕршывра Раççей Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Çĕршывĕпе пĕтĕмпе 94 пин, Чăваш Енре 1033 суйлав участокĕ алăкĕсене уçнă. Кăçал халăх яланхи пек суйлав участокĕсене çитсе сасăланипе пĕрлех маларах заявлени парса килтен тухмасăрах сасăлама пултарчĕ. Çак йĕркепе Раççейри 29 регионта, çав шутра Чăваш Республикинче пурăнакансем те, усă курчĕç.

Пирĕн округра пурăнакансем те Раççей Президенчĕн суйлавне хастар хутшăнчĕç. Мăшăрсемпе, пĕтĕм çемйипе килекенсем нумаййăн пулчĕç. Ятарлă çар операцийĕнчен аманса таврăннă тата отпуска килнĕ салтаксем те айккинче юлмарĕç.

Сасăлав Çăварни уявĕн кунĕсемпе пĕр килнĕрен нумай ялти культура çурчĕ умĕнче ял халăхĕ хĕле ăсатма хутшăнчĕ, Çăварни юррисене шăрантарчĕ. Ытти мероприятисем те йĕркеленчĕç. Участоксен комиссийĕсем вырнаçнă çуртсенче Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕсене халалланă куравсем, стендсем ĕçлерĕç.

Халăх дистанци мелĕпе те хастар сасăларĕ. Тепĕр çĕнĕлĕхе çул пани — «Информ УИК» акци йĕркелени халăха тулли информаципе тивĕçтерме пулăшрĕ.

Сасăлав мĕнле иртни тĕлĕшпе граждансенчен çăхавсем пулман. Эпир суйлав кампанине лăпкăн, тỹрĕ кăмăлпа, уççăн ирттертĕмĕр. Суйлав-çăсене хастар хутшăннăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Суйлав кампанийĕнче пысăк активлăх кăтартнисене ЧР Патшалăх Канашĕн, округ администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.

Владимир НИКОЛАЕВ,
Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ.

Суйлав хыççăнхи шухăшсем

Зинаида ЯКОВЛЕВА, Чăваш Республикин Общество палатин округри обществăлла канашĕн председателĕ:

— Пирĕн округри мĕн пур сасăлав участокĕнче суйлав уççăн иртрĕ. Тĕрлĕ организацинчен тата активлă граждансенчен йĕркеленнĕ общество палатин сăнавçисем участоксенче пулнă май суйлав саккунĕсене мĕнле пăхăннине сăнарĕç. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.

Вячеслав СЯДУКОВ, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн председателĕ:

— Суйлав яланах çĕршывăн обществăпа политика пурнăçĕнчи чи пысăк пулăмĕсен шутĕнче. Виçĕ куна тăсăлнă черетлĕ сасăлав чăннипех те пысăк праçнике çаврăнчĕ — сасăлав кунĕсем Çăварни эрнипе пĕр килни суйлава илем кĕртнĕ.

Эпир мĕн пур кăтартупа малтисен йышĕнче пулни савăнтарать: суйлава хастар хутшăнаслăхпа та, ДЭГ мелĕпе сасăлас енĕпе те, тивĕçлĕ кандидата суйлас енĕпе те.

Паллах, халăх ырлăхĕшĕн тумалли ĕçсем ялсенче пайтах. Вĕсене малашне те власть представителĕсемпе тата халăхпа пĕрле тачă çыхăнса пурнăçласа пырасчĕ.

Владимир ИЛЬИН, Кавал ялĕ:

— Политикăри чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ событи — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ хыçа юлчĕ. Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсемпе Европăри пире хирĕçле çĕршывсем тĕрлĕ сăлтав шырарĕç пăтрашу, чăрмав кỹрес тĕллевпе. Анчах вĕсем шутлани яланхиллех пурнăçа кĕмерĕ, кĕреймĕ те — нумай нациллĕ Раççей халăхĕ тĕрĕс суйлав турĕ.

Иртнĕ суйлавсенче те пирĕн çемье Владимир Владимирович Путиншăн сасăланă. Хальхинче те иккĕленỹ пулман. Килте ачасемпе пуçтарăнсан час-часах политикăри ыйтусене сỹтсе яватпăр. Аслă ывăлăм — Сергей — «хĕрỹ точкăсенче» пулнă ветеран, çапла палăртнăччĕ: «Пирĕн Президент опытлă, çирĕп вăй-халлă, пултаруллă. Патшалăха лайăх пĕлсе ертсе пыракан политик. Паянхи лăпкă мар саманара «лашана шыв урлă каçнă май улăштарни» пушшех те вырăнсăр».

Тепĕр ывăлăмăр, Александр, 2016 çултанпа контракт йĕркипе службăра тăрать. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче палăрнăшăн Паттăрлăх орденĕпе, «Хăюлăхшăн» тата ытти медальпе наградăланă ăна. Сроклă служба тапхăрĕнче Дагестанра Басаев эшкерĕсене хирĕç çапăçма та тивнĕ унăн. Вăл та çемьепе пĕр шухăшлă. Раççей тулашĕнче пулнăран вĕсем сасăлава маларах хутшăннă. Отпуска килсен те яланах салтаксем хамăрăн Президента юратнине, хисепленине пĕлтерет.

Хальхи Президент пуртан пирĕн çĕршыв хăватлă. Çĕнтерỹ пирки те иккĕленместпĕр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code