Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Элистаран — çĕнтерỹпе

Калмăк Республикин тĕп хулинче Элистара 2008-2014 çулсенче çуралнă ачасен ирĕклĕ майпа кĕрешессипе регионсем хушшинчи 5-мĕш уçă турнирĕ иртнĕ. 200 ытла спортсмен вăй виçнĕ унта.

Çĕршыври тĕрлĕ хулара хăйĕн ятне пĕлтерме те ĕлкĕрнĕ Михаил Миллин (Елчĕк) кунта та хăнана килменнине кăтартнă. Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ виçĕ атлета парăнтарса финалта вырăнти кĕрешỹçĕпе тĕл пулнă, анчах Бадма Овкаджиева куракансен хĕтĕртĕвĕ те, «тăван стенасем» те пулăшайман. Михаил — çĕнтерỹçĕ! Ăна чемпион пиçиххийĕпе чысланă.

Иккĕшĕ те призер

Ямал-Ненец автономи округĕнчи Çĕнĕ Уренгойра иртнĕ йывăр атлетсен Раççей чемпионатĕнче Чăваш Ен чысне 6 спортсмен хỹтĕленĕ.

Елчĕк округĕн хĕрĕсем те вăл йышра. Полина Андреева 49 килограма çитичченхи штангисткăсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Вăл икĕ енлĕ кĕрешỹре 162 кг йăтнă. Тепĕр спорт мастерĕ — Любовь Мышова — кăкăр çинчен 77 кг тĕртсе бронзăна тивĕçнĕ. 45 кг таякан спортсменкăшăн аван кăтарту ку.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code