Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеплĕ Елчĕк округĕн халăхĕ!

Хисеплĕ Елчĕк округĕн халăхĕ!

Мартăн 15-17-мĕшĕсенче эпир пурте çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнтăмăр — Раççей Федерацийĕн Президентне суйларăмăр. Елчĕк халăхĕ яланхи пек хальхи суйлава та пысăк яваплăхпа активлă хутшăнчĕ, тĕрĕс суйлав туса малашлăхшăн сасăларĕ. Çакăншăн чи малтанах округ халăхне пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çавăн пекех суйлав кампанине тивĕçлĕн, чыслăн ирттерме хутшăннă территори суйлав комиссийĕн, участоксенчи суйлав комиссийĕсен, общество палатин округри обществăлла канашĕн членĕсене, сăнавçăсене, округ администрацийĕн, территори пайĕсен ĕçченĕсене, муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕсене, предприятисемпе организацисен ертỹçисене чĕререн тав тăватăп.

Суйлавçăсен пысăк проценчĕ çĕршыва ертсе пыма Владимир Владимирович Путина шанчĕ. Тĕрĕс суйлав туни пире малашне те аталану çулĕпе çирĕппĕн утма, округра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе тăрăшса ĕçлеме хистет.

Раççей Президенчĕн суйлавне активлă хутшăннă, суйлав кампанине тивĕçлĕ ирттерессишĕн тимленĕ çынсене пурне те кăмăлтан тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Çав шутра Юрий Попов депутатпа Алевтина Федорова куратора та пысăк тав. Малашне те пĕрле килĕштерсе пĕр тĕллевпе хамăр пуласлăхшăн ĕçлер.

Пĕр-пĕрне хисеплесе тата ăнланса, çулсем тăршшĕпе çирĕпленнĕ йăла-йĕркене пăхăнса ĕçленинче пирĕн пысăк вăй. Çакăнтан килет округăн малашлăхĕпе мăнаçлăхĕ, социаллă пурнăçĕпе ăнăçлă аталанăвĕ.

Леонард ЛЕВЫЙ,
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code