Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сумлă награда

Сумлă награда

Иртнĕ çул Чăваш Ен хăйĕн паллă юбилейне – Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявларĕ. Çавна май ятарлă медальпе республикăри хисеплĕ çынсене чысласси ырă йăлана кĕчĕ.

Çĕнĕ çул умĕн район пуçлăхĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче, унта пурăнакансене кăмăл-сипет, патриот воспитанийĕ парассинче сулмаклă утăмсем тăвакан харсăр ĕçченсене «Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул» юбилей медалĕпе чысланă. Хальхинче награда илнисен йышĕнче – педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Кириллов /Вырăскасси ялĕ/, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем – Людмила Зайцева, Курнавăш библиотекин заведующийĕ Раиса Горшкова, район администрацийĕн финанс пайĕн сектор заведующийĕ Роза Антонова.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Л.Левый, Р.Антонова, А.Васильева, Р.Горшкова, Л.Зайцева, Н.Кириллов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code