Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ çавра сĕтелте Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх фончĕн «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» регионти уйрăмĕн проекчĕ пурнăçа кĕме пуçлани çинчен пĕлтернĕ.

Аса илтеретпĕр, марафон республикăра пĕрремĕш хут 1995 çулта иртнĕ. Çавăнтанпа сăваплă ĕçе Чăваш Ен халăхĕ çулленех хастар хутшăнать.

Кăçал проект ĕçне йĕркелесе пыракан комитетăн председателĕ пулма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаева çирĕплетнĕ.

Раççей ача-пăча фончĕн хисеплĕ членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Юрий Кислов республикăра пурăнакансем проекта хастар хутшăнасса шанса каланă.

Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕ нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшусем пама тăкакланĕ, çамрăк та пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарма уйăрасси те куç кĕретех.

Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать – «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне ?Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е 8?8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçа-тенкĕне марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»
ИНН 2128005408
КПП 213001001
расчетный счет № 40703810075220160067 в Чувашском Отделении № 8613 ПАО Сбербанк
БИК 049706609
кŸс 30101810300000000609.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code