Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сергей Миллин ячĕпе – Герой партти

Сергей Миллин ячĕпе – Герой партти

Ҫӗршывӗпе иртекен «Герой партти» вӗренӳ проекчӗ Чӑваш Енре, ҫав шутран пирӗн округра та, малалла пурнӑҫа кӗрет. Октябрӗн 10-мӗшӗ Елчӗксемшӗн тепӗр паллӑ та хумхануллӑ пулӑмпа асра юлчӗ — ҫак кун Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Герой парти» проекта хутшӑнса Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Борисович Миллин ентеш паттӑр ячӗпе парта уҫрӗҫ.

Сергей пӗчӗкренех ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ. Амӑшӗ Людмила Петровна Миллина пӗлтернӗ тӑрӑх, ачара ҫак туртӑм вӗсен ҫывӑх тӑванӗ — Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ ҫар ҫынни, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫар летчикӗ Иван Михайлович Теньков ҫар ҫынни пулни те пысӑк витӗм кӳнӗ. Аслӑ классенче вӗреннӗ вӑхӑтра вӑл амӑшӗпе пӗрле Владимир облаҫӗнчи Суздаль районӗнчи Сокол поселокӗнче службӑра тӑракан Дмитрий тетӗшӗ присяга тытнӑ ҫӗре те кайнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑйӗн пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑнтарас шухӑш унӑн тата та ҫирӗпленнӗ.

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине малтанхи кунранах хутшӑннӑ офицер. Кунта икӗ хут та аманнӑ пат- тӑр (пӗрремӗшӗнче контузи илнӗ, иккӗмӗшӗнче унӑн сылтӑм урине амантнӑ).

Питӗ шел, ҫуралнӑ вырӑна сыввӑн таврӑнма пӳрмерӗ Сергее шӑпа. Иккӗмӗш хут амансан пӗр хушӑ тӑван тӑрӑхра та сипленчӗ Сергей. «Мана юлташсем кӗтеҫҫӗ, эпӗ вӗсене вӑрах вӑхӑта пӑрахса хӑвараймастӑп», — тесе тӳрленмен шыҫӑнчӑк урипех тухса кайрӗ, — хыпарларӗ амӑшӗ Людмила Петровна.

Сергей Миллин ячӗпе ҫыхӑнтарнӑ парттӑна уҫнӑ ҫӗре чи ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксемпе ӗҫлекен тӗн представителӗ — Лаш Таяпа ялӗнчи Турӑ Амӑшӗ ҫуралнин ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Силуан иеромонах, шкулта Сергейпе пӗр класра вӗреннисем, тус-юлташӗсем хутшӑнчӗҫ.

Ҫӗршыв тата унӑн халӑхӗн тӑнӑҫлӑхӗпе ирӗкӗшӗн паттӑрла вилӗмпе вилнӗ Сергей Борисович Миллинӑн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн асра ӗмӗрех упранӗ. Чун-чӗре ыйтнипе ҫар профессине суйласа илнӗ паттӑрӑн ячӗ ҫӗршыв, ҫар, округ историйӗнче пысӑк сас паллисемпе ҫырӑнса юлӗ. Унӑн паттӑрла ӗҫӗсем вара ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулӗҫ. — палӑртрӗ округ пуҫлӑхӗ Леонард Левый пуҫтарӑннисен умӗнче сӑмах каланӑ май.

Сергей Борисович пирки килнӗ хӑнасем, пӗрле вӗреннисем те нумай ыррине каларӗҫ. Паттӑр салтакӑн ашшӗн тетӗшӗ — Патреккел ялӗнче пурӑнакан Николай Миллин пуҫтарӑннӑ халӑха тӑванӗсен ячӗпе ҫак пысӑк мероприятие йӗркеленӗшӗн тата хутшӑннӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ. Сергей унӑн куҫӗ умӗнче ҫитӗнни, вӑл спортпа тата ӗҫпе туслӑ пулни, ҫак паха енсене ытти пиччӗш-шӑллӗсенче те вӑратни пирки хумхануллӑн каласа пачӗ Николай Петрович.

Шкул директорӗ Лариса Васильева ентеш ячӗпе ҫыхӑннӑ парта вӗренӳпе воспитани ӗҫӗнче пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, «Ҫак парта ҫине паттӑрлӑх кӑтартнӑ ҫамрӑкӑн сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ, унӑн пурнӑҫӗнчи паллӑ тапхӑрсемпе кӗскен паллаштарнӑ. Сергей Миллин пирӗн тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн пуҫне хунӑ, ҫакна мӗн пурӗ асра тытӑпӑр».

Сергее асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ парттӑна уҫма унӑн амӑшне Людмила Петровнӑна тата ывӑлне Павела шанчӗҫ. Ашшӗ ячӗпе уҫӑлнӑ парта хушшине чи малтанах ентешӗмӗрӗн ачисем — Елчӗк шкулӗнчи 2-мӗш класра пӗлӳ илекен Павелпа округ центрӗнчи «Шевле» ача садне ҫӳрекен 6 ҫулхи Александра тивӗҫрӗҫ. Кадет класӗнче вӗренекенсем парта ҫинчи сӑн ӳкерчӗк ҫумне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Юрий Кашкӑр юрӑҫ-композитор хисеплӗ те хаклӑ тусӗ ячӗпе хӑй хайланӑ чуна хумхантаракан юррине шӑрантарчӗ.

Тавах сана пысӑк паттӑрлӑхшӑн, Сергей. Санӑн яту вилӗмсӗр! Ырӑ сӑнару кашнийӗн чӗринче ӗмӗрлӗхех упранӗ.

Елена ПЕТРОВА.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code