Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене хỹтĕлер, упрар!

Ачасене хỹтĕлер, упрар!

Каникул кунĕсем хаваслăх кỹреççĕ. Çапах та çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕ ĕçре пулнă май чылай ача тимлĕхсĕр юлать. Ача инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи — пурнăçран уйрăлни — калама çук пысăк инкек. Çакăн евĕр синкерсем ан пулччăр тесен пирĕн, аслисен, питĕ тимлĕ пулмалла, вĕсене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла, кил-çуртра та, урамра та хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантармалла. Ку тапхăрта ялсене хула ачисене те ашшĕ-амăшĕ асламăшĕсемпе аслашшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем патне пурăнма леçеççĕ. Çавна май аслисен пурин те çак сĕнỹсене шута илмелле.

Çулла — шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Çапах та тимлĕ пулмасан çак савăнăç инкекпе вĕçленме пултарать. Майăн 25-мĕшĕнче Канаш округĕнче 2014 çулта çуралнă 3 хĕр ача никама пĕлтермесĕр шыва кĕме кайсан пĕр харăс путса вилни калама та çук пысăк хуйхă пулчĕ. Тепĕр икĕ инкек майăн 29-30-мĕшĕсенче Куславккапа Красноармейски районĕсенче пулнă. Ачасем пурте ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула шар курнă — шыва кĕмелли сезон пуçланичченех республикăра çула çитмен 5 ача (!) путса вилнĕ. Ачасене юхан шывсемпе кỹлĕ-пĕвесен хĕррине хăйсен тĕллĕн анчах каймалла марри пирки асăрхаттарсах тăмалла.

Ытти темăсемпе те тăтăшах калаçу йĕркелемелле: çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, çуртран аякка кайма тата улах вырăнсенче çỹреме, ют çынпа автомашина çине ларса кайма е палламан çын сĕнекен тĕрлĕ япалана илме юраманни пирки пĕлмелле вĕсен. Çавăн пекех çурт подъездне, лифта палламан çынсемпе кĕмелле мар. Пушă сарайсенче, çурт е хуралтă маччисенче выляма та ирĕк ан парăр. Енчен те хăрушлăх сиксе тухас пулсан ачана иртен-çỹренрен пулăшу ыйтма вĕрентмелле.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру яланах тимлĕ пулма хистет. Кĕçĕннисене хăйсене урамра мĕнле тытма хăнăхтарни, çул-йĕр çинче выляма юраманни пирки тата асăрхануллă пулма вĕрентни кирлĕ. Скутер, мопед йышши транспорт хатĕрĕпе ỹсĕме кура усă курмалла. Ашшĕ-амăшĕ йĕркене пăсса çул çитмен ачасене е ятарлă права илмен çамрăксене руль умне лартнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Инкекрен упранас тесен автомашинăсемпе мотоциклсен уççисене кĕçĕннисем пĕлмен вырăнта упрăр. Велосипедпа çỹреме кăмăллакансен çакна пĕлмелле: 14 çула çитиччен çак транспортпа çул çине тухма юрамасть, унран аслăраххисен ятарлă çулпа, аслă çул çине тухсан çул хĕррипе анчах пымалла, правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Ролик конькипе, самокатпа та ятарлă вырăнта анчах ярăнмалла.

Çулталăкăн ăшă тапхăрĕсенче пулакан пысăк инкексенчен пĕри — ачасем чỹречерен тухса ỹкни. Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесен чỹречесем çине ятарлă блокировкăсем вырнаçтарамалла. Май пулсан кантăк хăлăпне кăларса илмелле. Енчен те ашшĕ-амăшĕ килтен вăхăтлăх тухсан кĕçĕннисене пĕлĕшĕсене е кỹршисене асăрхаса тăма ыйтмалла.

Çул çитменнисене çуртра хăйсене анчах питĕрсе хăварни те хăрушă. Енчен те вут-çулăм алхасма тытăнсан е ытти инкек пулсан вĕсем урама тухма та пултараймĕç. Пĕлмен шĕвеке ĕçнĕрен наркăмăшланса больницăна лекнĕ тĕслĕхсем тĕл пулсах пынă май ачасен куçĕ тĕлне наркăмăшлă шĕвек лекесрен те упранар. Килте пĕччен юлсан çурта палламан çынсене кĕртме, электроприборсемпе хăйсен тĕллĕн усă курма, шăрпăкпа выляма юраманни пирки те асăрхаттарсах тăрăр.

Ывăл-хĕре Интернетпа усă курнă чух та хăш-пĕр йĕркене вĕрентмелле. Экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пĕлмесĕр кĕçĕннисем хăйсем пирки хыпар пĕлтереççĕ, чылайăшĕ ют çынна хăйĕн тантăшĕ е пĕлĕшĕ вырăнне хурса шанать, чунне уçса пама та хатĕр. Федерацин «Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси çинчен» саккунне йышăнни ахальтен мар. Мĕнлерех информацине сиенлĕ тесе йышăннă-ха унта? Паллах, чи хăрушшисен шутĕнче ачасене психика тĕлĕшĕнчен сиен кỹрсе çынна пурнăçран уйрăлма, сиенлĕ йăлапа (наркотикпа усă курни, пирус тата психотроплă ытти хутăшпа, алкогольпе иртĕнни) туслашма, чĕрчунсемпе çынсене мăшкăл-нуша кăтартма, проституципе аппаланма, çемье хаклăхĕсене хирĕçлеме явăçтараканнисем тата хистекеннисем. Ачана çак сиенлĕ информацисем пирки ашшĕ-амăшĕн компьютер патне пыма е телефонпа усă курма пуçласанах вĕрентмелле, ку енĕпе тăтăшах калаçусем йĕркелемелле, сăмахсене пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле.

Ачасене хỹтлĕхпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăра, çавăн пекех округра та, июнĕн 1-10 мĕшĕсенче «Хỹтлĕх» ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕ иртет. Çул çитменнисене хỹтĕлес тĕллевпе çавна май Елчĕкри полици пайĕнче ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ! Ача пурнăçĕ пирĕн алăра пулнине асрах тытар, ăна кирек хăçан та хỹтĕлеме пултарар!

Ольга КОРОТИНА,
Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code