Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Сывлăх шкулĕ»

«Сывлăх шкулĕ»

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне тата Çĕнтерỹ пулнăранпа 80 çул çитнине халалласа ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви Чăваш Енре «Тимлĕ пул — сывлăха упрама вĕрент» проект пуçарнă.

Унпа килĕшỹллĕн тухтăрсен тата Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕсен мобильлĕ бригади ветерансене, вĕсемпе танлаштарнă граждансемпе вăрçă ачисене, ятарлă çар операцин участникĕсене вырăна çитсех пулăшу параççĕ. Проект пулăшнипе «Сывлăх шкулĕ» ĕçлет. Тухса çỹреймен йывăр чирлĕ пациентсене тĕрĕс пăхассипе ăсталăх класĕсем ирттереççĕ: хутшăнасси, апатлантарасси, гигиена, реабилитаци. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухтăрсем Комсомольски округĕнче пулчĕç. Унта иртнĕ Сывлăх шкулĕнче Елчĕк округĕнчи медицина ĕçченĕсемпе пĕрле тухса çỹреймен, йывăр чирлĕ çынсене пăхса тăракан тăванĕсем те хутшăннă.

Çак проектпа килĕшỹллĕн Маргарита Рыбкина терапевт тухтăр Таяпа Энтринче пурăнакан 101 çулхи А.А.Евдокимован сывлăхне тĕрĕсленĕ, сĕнỹсем панă. Анисия Антоновна çулне кура мар ăслă-тăнлă, хаçатсем, кĕнекесем вулать. Тухтăр палăртнă тăрăх, сумлă ватăн юн пусăмĕ те, кăмăл-туйăмĕ те виçеллĕ. Чи кирли — çывăх çыннисем тимлĕх уйăраççĕ.

Тыл ветеранĕ иртнĕ кунсене аса илсе хирте пĕр канми ĕçлени, 1941-1942 çулсенче çамрăклах Сăр чиккине тăвас ĕçе хутшăнни, Владимир облаçĕнче 1948 çулчченех торф кăларнă çĕрте вăй хуни çинчен каласа панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code