Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Хĕç-пăшалăн

саккунсăр çаврăнăшне пÿлес ĕçри чи витĕмлĕ мелĕсенчен пĕри – уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсене право хурал органĕсенче укçалла йышăнассине ĕçе кĕртни.

Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ. Енчен те çуртра вăрттăн упранакан хĕç-пăшал е çар хатĕрĕсем пулсан çийĕнчех Елчĕкри полици пайне килсе пама ыйтатпăр, çакăншăн укçа-тенкĕпе хавхалантаратпăр.

Хĕç-пăшала тата боеприпассене упрас йĕркесене те çирĕп пăхăнар. Ку енĕпе йĕркене пăссан РФ Уголовнăй кодексăн 222 статйипе килĕшÿллĕн явап тытма тивет, айăпçăна РФ Уголовнăй кодексăн 224 статйипе килĕшÿллĕн 3 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Е тата хĕç-пăшала тирпейсĕр упранăран унпа тепри саккунсăр усă курсан та пăшал хуçине 1 çулталăка ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Ыйтусем пулсан /88352/ 24-16-55, /883539/ 5-13-02 номерсемпе шăнкăравлама пулать.

Л.НИКИФОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code