Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй — пĕрлĕхре

Вăй — пĕрлĕхре

Тĕнчери лару-тăру тăнăç тăманни мобилизаци ĕçне хускатрĕ.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен — 14, Аслă Пăла Тимешĕнчен 7 çын çак юхăма лекрĕç. Ял халăхĕпе канашласа ырă ĕçе пуçăнтăмăр. Пурте, пĕр хирĕçлемесĕр, мобилизациленнисене мĕн май пур таран пулăшма тытăнтăмăр. 3 кун хушшинче 50 пин тенкĕ укçа, ăшă нускисем пуçтартăмăр. Малтанах Чĕмпĕр тăрăхĕнчи полигонра тăракан хỹтĕлевçĕсемпе çыхăнăва тухса мĕн кирлĕрех пулнине ыйтса пĕлтĕмĕр. «Санти» лавкка тытса тăракан Лариса Александрова курттăммăн сутакан склада кайса кашни хỹтĕлевçĕ валли, кĕлетке виçисене шута илсе, япаласем кỹрсе килчĕ. Ятарлă комисси йĕркелесе салтак сумки хатĕрлерĕмĕр. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне тăхăнмалли 2-шер калпак, 2-шер перчетке, ăшă кĕпе-йĕм, ăшă трикосем, тельняшкăсем, тĕве çăмĕнчен çыхнă 5-шер мăшăр нуски, атă ăшне хумалли стелькăсем, хамăр алăпа çыхнă çăм нускисем чикрĕмĕр. Ĕçме-çиме валли ятарлă тепĕр сумка хатĕрлерĕмĕр. Унта 4-шар банка тушенка, банкăллă хатĕр пăтăсем, хăвăрт хатĕрлесе çимелли лапша, кофе, таса шыв, сигарет, 5-шер пакет салфетка, куллен усă курмалли япаласем, пылак çимĕç, сало хутăмăр. Сергейпе Денис Александровсем, ялти ытти çамрăксемпе пĕрле, япаласене Чĕмпĕре леçсе килчĕç. Нумай тав сăмахĕ илсе килчĕç вĕсем мобилизациленнĕ çамрăксенчен. Пĕр хỹтĕлевçĕне тумтир тивĕçеймен иккен. Тепĕр куннех Сергей Александров ăна валли тумтир тата ытти кирлĕ япаласем, эмелсем туянса Чĕмпĕре кайса парса килчĕ. Ырă кăмăллисем ял халăхĕн ыр кăмăллă пилне салтаксем патне çитерчĕç, вĕсене ял-йыш, çемйи сывлăхпа кĕтсе пурăннине пĕлтерчĕç.

З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code