Хусанта пауэрлифтинг, пауэрспорт, штангăна кăкăр умне туртса илес енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ.
Ăмăртура спортăн асăннă виççĕмĕш тĕсĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра пĕлỹ илекен Тимур Амасев палăрнă. Николай Молоствов обществăлла тренер вĕренекенĕ хăйĕн виçинче бронза медаль çĕнсе илнĕ.

