Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ăнланулăха ÿстересчĕ: уйрăмах аслă ÿсĕмрисен

Ăнланулăха ÿстересчĕ: уйрăмах аслă ÿсĕмрисен

Коронавирус чирне пÿлсе лартас тĕллевпе кашни эрнекун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан оперштаб, çавăн пекех кашни юнкун пулса иртекен ĕçлĕ ушкăнăн /çак яваплăх ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çине тиенет/ ларăвĕсенче ыйтусене сÿтсе явнă чухне юлашки вăхăтра ковид серепине лекнисем, шел пулин те, вилекенсем хушшинче те аслă ÿсĕмри çынсем ытларах тĕл пулни çине-çинех çирĕпленет.

Çакă, чăннипех, пурне те сисчĕвлентерет. Мĕншĕн тесен 60 çултан аслăраххисем чылайăшĕ вăраха кайнă чирсемпе /бронхитпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе/ асапланаççĕ. Хăрушă вируса парăнтарайманни те шăпах çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ. Ку чухнехи пĕртен-пĕр шанăç тата çăлăнăç вăл – вакцинаци туни. Тухтăрсем çакăн пирки çине-çинех асăрхаттарса калаççĕ пулин те республикăра пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсем прививка тунин кăтартăвĕсем тивĕçтермелли шайра мар. Коллективлă иммунитет çирĕплетес тесен вара халăхăн ытларах пайĕ иммунизаци витĕр тухмалла. Хальлĕхе Елчĕк районĕнче те 60 çултан иртнĕ çынсен 55 процентне анчах прививка тунă. Çакă республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те чылай пĕчĕкрех. Аслă ÿсĕмри çынсем прививка тума хутшăннине хăш-пĕр ялсем тăрăх тишкерес пулсан куç умне çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать: Кÿлпуç ялĕпе илсен, ватăсен – 10, Анатри Тимеш – 18, Исемпел-24, Кипеç – 25, Тĕмер – 33, Элпуç – 34, Вырăскасси 38 процент анчах прививка тутарнă. Асăннă ялсенче вăй питти çулсенчи çынсем вакцинаци витĕр тухнин кăтартăвĕсем те пĕчĕк. Ку чухне тата мĕн тумалла, халăха мĕнле каласа ăнлантармалла? Хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла. Чи малтан, аслă ÿсĕмри çынсен хăйсен ăнланулăхне ÿстермелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çакăн пек шухăшлать. Вăл социаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен районти центр специалисчĕсен ялсенчи фельдшерсемпе тата активистсемпе пĕрле аслă ÿсĕмри çынсем патне килĕрен çÿресе ăнлантару ĕçĕсене тĕплĕ йĕркелемеллине палăртать. Мĕншĕн тесен ватă çынсем эпидемиологи лару-тăрăвĕ кунран-кун çивĕчленсе пынине, коронавирусăн çĕнĕ штамĕ – омикрон питĕ хăвăрт аталанса пынине тата ыт. те пĕлмесĕр, илтмесĕр те юлма пултарнă. Çакна шута илсе Леонард Васильевич маларах асăннă служба ĕçченĕсене хальлĕхе пĕрремĕш компонент-па та прививка тутарма ĕлкĕреймен кашни ватă çынпа куçа-куçăн калаçма чăтăмлăх çитерме ыйтрĕ.

Чир аталанса пынин ункине татас шутпах шкул ачисен хĕллехи каникулне те маларах – декабрĕн 27-мĕшĕнчен пуçлама йышăннă. Январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа шкул ачисем тепĕр хутчен парта хушшине ларĕç. Малтанхи вăхăтра республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсем тата сотрудниксем /пурĕ 88-ăн/ чирленĕччĕ, 15 класа, çав шутран пирĕн районти Çĕнĕ Пăвари шкула карантина янă пулнă.Телее, хальхи вăхăтра асăннă шкулта ĕçе малтанхи пекех йĕркелесе пыраççĕ.

Пĕтĕмĕшле статистика коронавируспа чирлекенсен хисепĕ кăштах чакнине çирĕплетет пулин те лăпланса ларма иртерех пулĕ. Мĕншĕн тесен кÿршĕллĕ регионсенче омикрон-штамм ернисен хисепĕ ÿссех пырать. Çавăнпа йăлана кĕнĕ сыхлав мерисене çирĕп пăхăнмалла, прививка тутармалла. Техникумсемпе аслă шкулсенче вĕренекенсен те /18 çул тултарнă пулсан/ февралĕн 17-мĕшĕччен обязательнăй йĕркепе прививка тутармалла.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code