Йĕпреçри «Патвар» спорт комплексĕнче иртнĕ волейболисткăсен Чăваш Енĕн зонăри ăмăртăвĕнчен ентешсем бронза медальсемпе таврăннă.
Олег Осипов ертсе пыракан округри шкул ачисен команди 6 муниципалитетри тантăшĕсемпе вăй виçнĕ. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулин тата Комсомольски округĕн командисем хыççăн 3-мĕш пулни те лайăх кăтарту.

